1993 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççейĕн политикăлла мĕн пур тытăмĕ пĕрлехи килĕшỹ, тулли ирĕкпе çураçу тупса Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ документра малашлăх хаклăхĕсен, демократи ирĕклĕхĕсен çул-йĕрне палăртнă.
Конституцие çĕршыв халăхĕн ĕмĕрхи историне палăртса, Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан халăхсен харпăр уйрăмлăхĕсене упраса, халăхсен кун-çулĕ пĕрлĕхлĕ пулнине ăнланса, Тăван çĕр-шыв ырăлăхĕпе аталанăвĕшĕн тăрăшса, халăх хушшинчи тăнăçлăхпа килĕшĕве çирĕплетсе тата пысăк яваплăха туйса йышăннă.
Патшалăх ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕллевĕ — этеме ирĕклĕн аталанма тата пурăнма тивĕçлĕ майсем туса парасси, халăх пурнăçне лайăхлатасси, ăна чи кирлĕ пурлăх-ырлăхпа тата ăс-хакăл пуянлăхĕсемпе тивĕçтересси, культурăна аталантарма хутшăнасси.
Демократиллĕ çĕршыв пулнă май Раççейре тĕрлĕ идеологисене тата нумай партилĕхе йышăнаççĕ.
Çĕршывра йышăнакан кирек хăш саккун тата нормативлă право акчĕсем Раççей Федерацийĕн Конституцине хирĕçлемелле мар.
Çĕршыври тĕп саккун гражданина пĕр тан правăсемпе ирĕклĕхсем парать. Этемĕн арçын е хĕрарăм, мĕнле раса, наци çынни пулнине, йăх-ăру несĕлне, пурлăх пуррине е çуккине, мĕнле чĕлхепе калаçнине, мĕнле тĕн тытнине, общество пĕрлешĕвĕсене хутшăннине е ытти сăлтавсене пăхмасăр пурнăç прави пур, вĕренсе пĕлỹ илме, сывлăха сыхлама тата медицина пулăшăвĕ илме, пултарулăх енĕпе ирĕклĕн ĕçлеме, хăйĕн прависене судра хỹтĕлеме, тивĕçлĕ шайри юрист пулăшăвĕ илме тата ытти те ирĕк пур.
Конституцире палăртнă саккунсемпе килĕшỹллĕн пурăнасси пирĕн кашнин тĕп тивĕçĕ.