Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян…

Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян…

Ĕнер Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ, «Çулталăк çемйи» республика конкурсĕн çĕнтерỹçисене чысланă.

Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа мăшăрĕ Лариса Юрьевна, влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисем хутшăннă.

Уява районти «Çулталăкри çемье» конкурс çĕнтерỹçисене — Кивĕ Эйпеçри Сусметовсене те чĕннĕ.

Фойере районсенчи ылтăн алăллă ашшĕ-амăшĕн ал ĕç куравĕ ĕçленĕ. Унта Вăрăмхăвари Лариса Казначеева, Лаш Таяпари Петр Теренин, Элекçей Тимешри Борис Пятаков, Аслă Елчĕкри Зоя Убасева, Хĕрлĕçырти Евдокия Каширина хăйсен ал ĕç ăсталăхĕпе паллаштарнă.

Патреккелĕнчи 12 ачаллă Вера Филимонова ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçнĕ. Аслă Елчĕкри Любовь Адюкова республикăри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ сăн ỹкерчĕксен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Унăн куравĕпе пухăннисем кăсăкланса паллашнă.

 

ХАКЛАВ

Татьяна СУСМЕТОВА, Кивĕ Эйпеç:

— Эпир çемьепе шкулти, районти тĕрлĕ конкурса, мероприятие хутшăнатпăр, ачасем ырă, сывă ỹсчĕр тесе куллен тимлетпĕр. Хамăрăн тĕпренчĕкĕмĕрсене май çитнĕ таран аталантарма, хавхалантарма тăрăшатпăр. Ачасем — пирĕн пуласлăх. Вĕсем йĕркеллĕ ỹссе çитĕнсен патшалăха юрăхлă çынсем пулĕç. Республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ вĕçленет, çемьене тĕреклетекен, çирĕплетекен ĕç-хĕл вара малаллах пырать.

Вера ФИЛИМОНОВА, Патреккел:

— Кăçал республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулни пире çав тери хавхалантарчĕ. Пурнăçра кашни çыншăн чи хакли çемье. Эпир савнă мăшăрăмпа 12 ача çуратса ỹстертĕмĕр. Аслă хĕрсем качча тухса çемье çавăрчĕç, пире мăнуксемпе савăнтарчĕç. Çакăнтан пысăк савăнăç мĕн пултăр тата пирĕншĕн? Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрать. Çакă кашни çемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

…Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян… Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ хыçа юлать пулсан та атте-анне сăнарĕ яланах пирĕн чĕресенче упрантăр. Эпир вĕсене ĕмĕр тăршшĕпех хаклар.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code