Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Айăпĕ хамăрта

Айăпĕ хамăрта

Районта ВИЧ-инфекцийĕ ертнĕ 26 çын пурăнать. Чирлисем йышĕнче ытларах арçынсем. Чылайăшĕн ĕç вырăнĕ çук.

СПИД чирĕ пĕр çынран теприне виçĕ майпа анчах куçма пултарать. Пĕрремĕшĕ вăл – юн урлă. Ку майпа наркотиксене юна янă вăхăтра темиçен пĕр шприцпа усă курса ертеççĕ. Иккĕмĕш май – ар çыхăнăвĕсем урлă. Виççĕмĕш – хĕрарăм ачине вирус ертсен çуратни е хĕрарăмăн кăкăр сĕчĕ урлă ачана чир ертни.

Чи хăрушши вара – ВИЧ-инфекци çаклансан виçĕ уйăхран кăна организмра палăрни. «Инкубаци тапхăрĕнче» /3 уйăхчен/ çын хăйне чир лекнине сисмест, анчах ыттисене вирус ертет. Хăрушă чир пĕччен е çемьепе пурăнакансене те, пуянпа чухăна та, арçынпа хĕрарăма та шеллемест. Çынна çак чиртен сывă пурнăç йĕрки кăна хÿтĕлесе тăма пултарать. Чир ернĕ хыççăн хăрушă вирус çыннăн юнĕнче, ар вăрлăхĕнче, хĕрарăмсен ар органĕнче тухакан шĕвексенче, кăкăр сĕтĕнче вăй илме пултарать.

СПИДпа ытларах тĕлли-паллисĕр ар çыхăнăвĕсене кĕрекенсем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем, кил-çуртсăр çапкаланса çÿрекенсем, тĕрмере ларакансем, наркомансем чирлеççĕ, ВИЧ-инфекцине ыттисене ертеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине уяман хăш-пĕр çынсен – аякри рейссене çÿрекен водительсен, вахта мелĕпе инçетри хуласенче ĕçлекенсен те чир ертес хăрушлăх пур.

Кашни çыннăн чи малтанах сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла. Ĕçкĕпе иртĕхекенсен /кун пек чухне пулать ĕнтĕ палламан çынпа ар çыхăнăвне кĕресси/ эрех-сăраран, наркотиксемпе усă курассинчен пăрăнмалла. Çирĕп çемье, пĕр партнер – сывă пурнăç никĕсĕ.

Çакна асра тытмалла: çемье тулашĕнчи ар çыхăнăвĕ хăрушă тăшмана çаврăнма, ВИЧ-инфекципе, ытти венери чирĕсемпе таврăнма пултарать. Ăнсăртран тĕл пулнă çынпа ар çыхăнăвне кĕрес пулсан ?мĕн тăвăн, ку енĕпе кăмăл çирĕплĕхне кăтартайман арçынсемпе хĕрарăмсем те пур/ презервативпа усă курмалла.

ВИЧ-инфекцийĕ юн анализĕнче палăрать. Çавăнпа та кирек кам та районти тĕп больницăна килсе юн пама пултарать. Хăй ирĕкĕпе /ята, хушамата кăтартмасăрах/ тĕрĕслев витĕр тухма та юрать.

Хăрушă вирус ернипе ÿкĕнмелле ан пултăр. Айăпне ытларах хамăрта шырамалла. Çавăнпа та сывлăхпа пурăнар, пурнăç илемĕпе киленер.

Л.КАПЛАМОВА,
районти тĕп поликлиникăн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code