Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕ — коррупцие хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун.
ЧР Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ коррупцие хирĕç кĕрешесси тата çакăн евĕр преступленисен çулне пỹлесси тĕп тĕллевсен шутĕнче пулнине палăртать.
Ку енĕпе следстви пайĕн ĕçченĕсем йĕрке хуралĕн ытти органĕсен ĕçченĕсемпе пĕрле сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Коррупци ĕçĕ-хĕлĕ пирки хыпарлакан çырусемпе тата пĕлтерỹсемпе кăçал следстви органĕсем коррупци сĕмĕллĕ 92 уголовнăй ĕç пуçарнă, судсене 31 уголовнăй ĕç ярса панă.
Коррупципе çыхăннă преступленисемшĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи должноçри 10 çын суд тенкелĕ çине ларнă. Унсăр пуçне право хурал органĕсенче ĕçлекен должноçри 5 çынна коррупци сĕмĕллĕ преступленисемшĕн явап тыттарнă.
Т.ПРЫГУНОВА,
следователь пулăшуçи.