Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Спектакльсен фестивалĕ

Спектакльсен фестивалĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче юлашки вăхăтра лартнă спектакльсен фестивалĕ иртнĕ.

Мероприятие театра йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Вăл театрăн пĕрремĕш ĕçĕпе — Александр Островский пьеси тăрăх лартнă «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн» спектакльпе уçăлнă. Ун умĕн сцена çинче театрăн илемлĕх ертỹçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев, спектакль режиссерĕ Наталия Сергеева, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев сăмах илнĕ. Аллă çул каялла асăннă спектакльте тĕп сăнара — Груша рольне — вылянă Раççей халăх артисткине Нина Яковлевăна та сăмах панă.

Ултă куна тăсăлнă фестивальте спектакльсене кураканпа пĕрле Мускав критикĕ те — «Современная драматургия» журналăн критикăпа теори пайĕн пуçлăхĕ Полина Богданова тишкернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code