Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ çула лайăх кăмăлпа кĕтсе илер

Çĕнĕ çула лайăх кăмăлпа кĕтсе илер

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура кулленхи ыйтусене татса парасси пирки сăмах пуçарчĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа — район территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕ пирки пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Александр Сайкин тухса калаçрĕ. Вăл Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче фейерверксемпе, петардăсемпе тата пиротехника изделийĕсемпе усă курнă чухне пурне те асăрхануллă пулма чĕнсе каларĕ.

Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетме районти делегаципе пĕрле хутшăннă халăха социаллă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ Евгения Михайлова чарăнса тăчĕ. Пирĕн район хастарĕсемпе тĕслĕхлĕ çемьесем унта епле пысăк пуçарулăхпа хутшăнни, уйрăм çынсем хăйсен ал ĕç ăсталăхĕпе паллаштарни çинчен «Елчĕк ен» хаçатăн иртнĕ шăматкунхи номерĕнчех тĕплĕн каласа кăтартнă.

Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — Валерий Афанасьев, Леонид Кошкин тата Василиса Сапожникова çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе вырăнсенче тĕрлĕ шайри налуксене тỹлессипе, пурнăçлама палăртнă ытти тĕллевсене епле ĕçе кĕртнипе паллаштарчĕç.

Леонард Левый район центрĕнчи предприятисемпе организацисенче, ял тăрăхĕсенче Çĕнĕ çула кĕтсе илме епле хатĕрленни пирки чарăнса тăнă май çитменлĕхсем пирки те тỹррĕнех палăртса каларĕ: «Хамăр пурăнакан, ĕç вырăнĕсен территорийĕсене илемлĕ тăвассишĕн тата ытларах чуна парса тăрăшмалла», — терĕ вăл. Хĕлле чăн-чăнах килсе çитнипе усă курса хоккей коробкисене (районта вĕсем 11 таранах шутланаççĕ), çак ĕçе ыранхи вăхăта хăвармасăр, пăрлантарма вăхăт çитни çинчен чарăнса тăчĕ. Унсăр пуçне, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан çынсене хĕллехи вăхăтра йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма пулăшас тĕллевпе ятарласа хатĕрленĕ вырăнсем уйăрасси пирки, ку енĕпе Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев ырă пуçару туни çинчен чарăнса тăчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code