Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджета çирĕплетнĕ

Бюджета çирĕплетнĕ

Ĕнер Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă. Пухăва район пуçлăхĕ — районти Депутатсен пухăвĕн ертỹçи И.Васильева ертсе пынă.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 11 ыйтăва пăхса тухнă. Пĕрремĕш ыйтупа вĕсем Елчĕк районĕн Уставне улшăнусем кĕртнĕ. Иккĕмĕш ыйтупа район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Марина Павлова сăмах илнĕ. Вăл районăн 2018 тата планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп прогнозлă кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Депутатсем малалла 2018 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана тишкернĕ.

Тĕп ыйту шутĕнче Елчĕк районĕн 2018 çулхи тата планпа пăхнă 2019-2020 çулсенчи бюджетне йышăнасси пулнă. Йышăну проекчĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова паллаштарнă. Депутатсем пурте пĕр саслă пулса виçĕ çулхи малашлăх бюджетсене йышăннă.

Ларура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухнă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code