Воскресенье, Июль 21, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Çирĕп çемьере телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ

Çирĕп çемьере телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ

Иртнĕ эрнекун Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ.

Конкурсăн малтанхи тапхăрĕ районсенче иртнĕ, «Çулталăкри чи лайăх çемье» номинацире 28 çемье çĕнтернĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисем хутшăннă.

— Çирĕп çемье кашни çыншăнах пурнăçра чи пысăк пуянлăх тата тĕрек пулса тăрать. Шăпах çемьере аслă ăруран çамрăк ăрăва çынлăхпа чунлăх, культурăпа йăла-йĕрке пуянлăхĕсем куçса пыраççĕ, — палăртнă Михаил Игнатьев çемьесене саламланă май.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, уявра Чăваш Республикинчи чи чаплă çемьесене саламланă. Чыслава Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хутшăннă. «Çулталăк çемйи» конкурсра Шупашкарти Львовсем çĕнтернĕ. Татьяна Витальевнăпа Александр Геннадьевич 22 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Тăхăр ача çитĕнтерет çемье — вĕсенчен виççĕшĕ хăйсен, улттăшне усрава илнĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи 6 ачаллă Устиновсен çемйи «Социаллă яваплă çемье», Канаш районĕнчи Павловсен 3 ачаллă çемйи «Спорт çемйи», Етĕрне районĕнчи 10 ачаллă Тимонинсем «Чи туслă çемье», Йĕпреç районĕнчи 4 ачаллă Анисимовсем «Пултарулăх çемйи», Улатăр тăрăхĕнчи 7 ачаллă Ершовсем «Ĕçчен çемье» номинацисенче çĕнтернĕ.

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ вĕçленсе пырать, анчах унпа çыхăннă мероприятисем малашне те пулĕç.

 

ХАКЛАВ

Сергей ДИМИТРИЕВ, ЧР ĕçлевпе социаллă хỹтлĕх министрĕ:

— Чăваш Республикинче çемье пуянлăхне упрас, çемье статусне, амăшĕпе ашшĕн ят-сумне ỹстерес, çемье институтне çирĕплетес, амăшлăхпа ачалăха хỹтĕлес, нумай ачаллă çемьесене социаллă хỹтлĕх парас енĕпе нумай ĕç тăваççĕ. Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹссех пырать. 2016 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра нумай ачаллă 11504 çемьене шута илнĕ, 2017 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 11808 нумай ачаллă çемьене регистрациленĕ.

Сăмах май, республикăри çемьесемпе ачасене социаллă пулăшу парас тĕллевпе çулсеренех 5,5 миллиард тенкĕ тăкаклаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code