Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Юрлас ăсталăхне ỹстерет

Юрлас ăсталăхне ỹстерет

Елчĕкри искусство шкулĕнче ачасен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне ỹстерме мĕнпур майсем çителĕклĕ.

Аслă Елчĕк шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекен Маша Адюкова уроксем хыççăн кунта вокал уйрăмĕнче юрлас ăсталăхне ỹстерет. Ольга Архипова преподаватель вĕрентнипе сцена çинче пĕрремĕш утăмсем тума пуçăннă та. Шупашкарта Пĕтĕм Чăваш акатуйĕнче, Елчĕк ялĕн уявĕнче вăл «Эпĕ телейлĕ» юрăпа тыткăнларĕ. 11 çул ачасене халăх инструменчĕсене алла илме вĕрентекен Валерий Архипов ертсе пынипе хĕрача тĕрлĕ уявра илемлĕ юрăсем шăрантарать.

В.КИРИЛЛОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: М.Адюковăпа В.Архипов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code