Çуллахи ăшă каç. Кĕçĕн Пăла шывĕн çыранĕ хĕрринче тăнă май çырмари шыв хĕвел çутипе йăлтăртатса илни темĕнле асамлă çутă пек туйăнса каять. Шыв вакă чулсем çийĕн шăнкăртатса юхса сасă кăларнă май иртнĕ çулсенче ку вырăнта Елчĕк ГЭСĕ пулни аса килет.
Вăхăт хистенĕрен иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче пирĕн тăрăхри ял çынни те ял хуçалăхĕнче топливăпа ĕçлекен двигательсемпе тата тĕрлĕ тракторсен вăйĕпе усă курма пуçлать. Çав вăхăтрах Чăваш Республикинче çĕнĕ вăйпа _ электричество вăйĕпе усă курасси те пурнăçа кĕрсе пыма тытăнать. Унăн усси меллĕ пулни нумай çĕрте сисĕнет. Елчĕк районĕн çыннисем тата вĕсен ертỹçисем хушшинче район центрĕнче электричество энергийĕпе усă курас шухăш çуралать. Елчĕк МТСĕн Елчĕкре вырнаçнă нефтьпа ĕçлекен электростанцийĕ тĕрлĕ организацисене электричество энергийĕпе тивĕçтерменни те сисĕнме пуçлать. Çавна май ертỹçĕсем Елчĕк ялĕнче электричество энергийĕпе усă курассине ỹстерес шутпа Кĕçĕн Пăла шывне пĕвелесе хурса кунта Елчĕк ГЭСне туса лартасси пирки шухăшлама пуçлаççĕ.
Акă мĕн пĕлме пулать Елчĕк райсовет ĕçтăвкомĕн 1940 çулхи августăн 12-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвăн 34-мĕш номерлĕ протоколĕнчен:
«Çак ларăва хутшăннă çынсем: райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕ — Герман Тимофеевич Тимофеев, вăлах ларăвăн ертỹçи. Ĕçтăвком председателĕн çумĕ, вăлах районти райплан председателĕ А.А.Муратов, районти ĕçтăвком секретарĕ В.А.Марков.
Райсовет ĕçтăвкомĕн членĕсем: Н.Н.Волков, К.С.Фролова, П.П.Бурмистров юлташсем. Тата çак ларăва чĕннĕ çынсем: райфо ертỹçи Е.П.Прокопьев депутат, Елчĕкри РК ВКП «Б» секретарĕ — П.С.Степанов, районти ĕçтăвкомри — «Общий отдел» ертỹçи К.Е.Блинов. Ларăва хутшăннисен умĕнче А.А.Муратов тухса калаçнă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче район центрĕнче, Елчĕкре, Кĕçĕн Пăла шывĕ çинче пĕчĕк гидроэлектростанци тăвас пирки ыйту хускатнă, ăна тума пуçласси пирки ыйту тăратнă. Унăн сăмахне итленĕ хыççăн кунта пуçтарăннисем çакăн пек йышăну тунă: «Кĕçĕн Пăла çинче тума палăртнă гидроэлектростанци район центрĕнчи учрежденисемпе предприятисене, вырăнти колхоза электричество энергийĕпе тивĕçтерме те пултарнине шута илсе кунта гидроэлектростанци кирлĕ тесе шутлас.
Çĕрпỹри «Сельэлектро» кантурĕн ертỹçи пĕлтернĕ тăрăх, ГЭС тăвассипе çыхăннă тĕпчев ĕçĕсен тăкакне республика бюджечĕ хăй çине илет. Çавăн пекех Çĕрпỹри «Сельэлектро» кантурĕн ертỹçисенчен çак тĕпчев ĕçĕсен сметине тăвас ĕçе хăвăртлатас пирки пулăшу ыйтас. Пулас ГЭС вырăнне палăртас пирки ятарлă комисси йĕркелес. Çак комиссин председателĕ пулма Елчĕкри райплан председательне А.А.Муратова çирĕплетес. Комиссин членĕсен йышне районти гидротехника А.И.Димитриева, районăн землеустроительне Г.С.Сергеева, Елчĕк ялĕнчи «Октябрь» колхоз председательне И.Павлова, Елчĕк ял совечĕн председательне Д.И.Козлова кĕртес».
Çапла ГЭСăн пулас вырăнне Кĕçĕн Пăла шывĕ çинче Акчелпе Елчĕк ялĕсем хушшинче икĕ ялăн çĕрĕсен чиккинче суйласа илеççĕ. ГЭСа тăвас тата ăна хута ярас ĕçе йĕркелесе пыма А.А.Муратова çирĕплетнĕ. Ларура ĕçе хăвăртлатас ыйтăва та çĕклеççĕ. Çакăн пек документсенчен пуçланнă Елчĕк ГЭСне тăвас ĕç. Ăна хута яма нумай организацие явăçтарма тивнĕ.
Елчĕк ГЭСне тăвас ĕç çăмăл пулманнине Елчĕк райсовет ĕçтăвкомĕн 1940 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвăн протоколĕнче уçăмлăн палăртнă. Унта çирĕплетнĕ тăрăх, ларăва Çĕрпỹри «Сельэлектро» кантурĕн инженерĕ Манин та хутшăннă. Çавăн пекех унта Елчĕк ялĕ çумĕнчи колхозсен председателĕсене Баранова («Октябрь» колхоз, Елчĕк. Çак вăхăт тĕлне вăл И.Павлов вырăнне суйланнă), Игнатьева («Трактор», Тỹскел), Павлова («Пахарь», Ĕнел), Кушманова (Сталин ячĕпе хисепленекен колхоз, Сталин поселокĕ — халĕ Елчĕк ялĕнчи Титов урамĕ), А.Левыя — («Осовиахим», Патреккел), А.Скворцова Тимирязев ячĕпе хисепленекен колхоз, Акчел) йыхравланă. Вĕсемпе пĕрле çак ĕçлĕ калаçăва хутшăнма Елчĕк ял совечĕн председательне Судакова та (вăл вăхăтра вăл Д.И.Козлова ылмаштарнă) чĕннĕ. Ларăва пухăннисем Çĕрпỹри «Сельэлектро» кантурĕнчен килнĕ Манин инженер сăмахне тимлĕн итленĕ. Вăл Елчĕкри 45 квт пысăкăш электроэнерги пама пултаракан ГЭСа тума 250-300 пин тенкĕ укçа-тенкĕ кирлине (çав шутран 80 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама), кунта колхозсен те пулăшмаллине палăртса хăварнă. Асăннă ыйтăва маларах колхозсен пухăвĕсенче çĕклемелли пирки те палăртнă. Стройка ĕçĕсене пурнăçлама колхоз председателĕсене тата Елчĕк чăвашне Даниил Иванович Козлова çирĕплетнĕ. Сăмах май, Д.Козлов 1905 çулта çуралнă, 1942 çулта Аттелĕхĕн Аслă вăрçине тухса кайнă, çĕршыва хỹтĕлесе вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Колхозсем патшалăх умĕнче пысăк парăмлă пулнине шута илсе ГЭСăн плотинине республика бюджечĕн укçи-тенкипе тăвас тĕллевпе Чăваш АССРĕн Совнаркомне ыйтупа тухма йышăннă.
ГЭСри строительство ĕçĕсем 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче ял хуçалăх ĕçĕсем вĕçленнĕ вăхăтра пуçланнă. Çакăн пирки Елчĕк райсовет ĕçтăвкомĕн 1941 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕн 51 номерлĕ протоколĕ лайăх çирĕплетет. ГЭСăн плотинине тума платниксен ятарлă бригадине пухса хатĕрленĕ, вĕсемпе 11 пин тенкĕлĕх ĕç тума килĕшỹ çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ ялти платниксенчен йĕркеленĕ бригадăна ертсе пыма Акчел ялĕнчи Петр Васильевич Указова шаннă. Унăн пулăшаканĕ пĕр ял çынни Филипп Миронович Лебедев пулнă.
Кунта Виктор Анисимович Лобанчиков прорабăн та тỹпи пысăк пулнă. Çакна пĕтĕмлетсе шута илетĕн те тĕлĕнетĕн, Елчĕксем çĕршывра вăрçă кĕрлесе пынă вăхăтра та пуçа усман — питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланă. Мĕн чухлĕ ĕç пурнăçламалла пулнă ГЭС тума. Мĕн чухлĕ пĕрене, чул, тăпра куçарнă халăх кунта. Пĕтĕм ĕçе лаша тата çын вăйĕпе пурнăçланă.
Стройка ĕçĕсем пĕр кун та чарăнса тăман. Çакна Елчĕк райсовет ĕçтăвкомĕн докуменчĕсем лайăх çирĕплетсе параççĕ. «…ГЭС тунă çĕре йывăç материалсем питĕ кирлĕ пирки Елчĕкри «Çул-йĕр организацийĕнчен» (Ертỹçи Голанцев) вун пилĕк кубла метр йывăçран çурнă брус илсе вĕсене каялла йывăç бруспах тавăрса пама килĕшес…» — палăртнă 1941 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнчи 53 номерлĕ протоколра. Е тата çак çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнчи 54 номерлĕ протоколра çапла палăртнă: «Елчĕк ялне тирпейлеме уйăрнă икĕ пин тенке ГЭС тунă çĕре расхутлас. Строительсен чĕлхипе вырăсла каласан «Кряжевая плотина» ятлă пулнă çак ГЭС. Ăна юхан шыв çине свайсем çапса çав свайсемпе çыхăннă йывăç пĕренесене пураласа тунă. Унăн ăшне тăпрапа чул тултарнă. Çак йывăç пураллă пĕвере шыв нумайланса тулса кайсан ăна юхтарса кăларас тĕллевпе ятарлă хатĕрсем (затворсем) те туса хăварнă. Вĕсем алăк евĕр уçăлнă. Плотинари шыв шайĕ çыранăн çỹлти пайĕ таран çитсе «сыпса» тăнă. Валакран юхса тăракан шыв сикки пулса гидротурбинăн лопаçне çавăрса тăнă. Плотина çийĕпе кĕпер те иртнĕ. Кĕпер сарлакăшĕ лаша сеялки иртсе каймалăх пулнă. Кĕпер тĕлĕнче йывăçран касса кăларнă «ЯГЭС» тесе çырни аякран илемлĕн курăнса ларнă.
ГЭС плотини умĕнче Кĕçĕн Пăла шывĕ çинче йывăçран пураласа тунă пăр çĕмĕрмелли икĕ пысăк хатĕр — «быксем» туса хунă пулнă. ГЭСра инженер пулса Мускавран эвакуаципе куçса килнĕ Петров хушаматлă çын ĕçленĕ. Вăлах электрооборудовани вырнаçтарас ĕçе те йĕркелесе пынă. Кунтах электрик-монтер пулса Тỹскел ялĕнчи Игнатий Степанов вăй хунă.
Елчĕк ГЭСĕ мĕнле çĕкленсе ỹссе пынине Елчĕк ялĕнче пурăнакан Петр Викторович Лобанчиков лайăх астăвать. Вăл нумай çул Елчĕкри вăтам шкулта «Электротехника» предметне вĕрентнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура ĕç ветеранĕ. Аслă пĕлỹллĕ физик Елчĕк ГЭСне тунă вăхăтра унта прорабра тăрăшнă ашшĕ патне час-часах кайса çỹренĕ. Вăл малтанхи строительсем ĕçленĕ вăхăтра çĕр пỹрт чавса унтах пурăннине те лайăх астăвать.
— Кĕçĕн Пăла шывĕ тулли пулнăран çуллахи вăхăтра Елчĕк çамрăкĕсем Елчĕк ялне кĕрекен çул çинчи кĕпер çинчен тỹрех шыва чăматчĕç. Атте Кĕçĕн Пăла шывĕ 6 метр тарăнăш пулнине калатчĕ, — çапларах аса илет иртнĕ вăхăта Петр Викторович.
Çапла, пур йывăрлăха та çĕнтерсе 1942 çулта çуркунне пуçланиччен Елчĕк ГЭСне хута яраççĕ. Вăл Елчĕк ялне тата Елчĕк больницине çутă парса тăма пуçлать. Анчах та 1943 çулта çуркунне Кĕçĕн Пăлара шыв-шур вăхăтĕнче плотина умне нумай пăр капланса ларать. Ỹссе кайнă шыв плотинăна татса каять.
Вăрçа пула хуйхă тỹснĕ, вăл вăхăтри пысăк йывăрлăхсене пула плотинана тытса тăрасси пирки район ертỹçисем те ытлашши тимлĕх уйăрса кайман пулĕ. Мĕншĕн тесен ГЭС çурхи шыв-шур вăхăтĕнче анчах çителĕклĕ таран электроэнерги пама пултарнă. Çулла е хĕлле Елчĕк ялĕнчи çуртсенче «Ильич лампочкисем» çурма вăйпа çунса лĕпленсе ларнă. Çавна пулах ГЭСа малалла ĕçлеттерес ĕç те чарăнса ларнă. Хуçасăр юлнă ГЭСăн плотинисем çинчен пĕренесем те çухалма пуçланă, часах плотина çумĕнче ларакан çуртсене те куçарса кайнă.
Çак пулăм хыççăн нумай çул иртнĕ пулсан та, чылай çынна шухăша ярать вăл. Питĕ нумай тăкак тỹссе, чылай вăй хурса Елчĕк ГЭСне туса хуни хăйне евĕр йăнăш пулман-ши? Анчах та темле пулсан та Елчĕк ен халăхĕ çав йывăр вăхăтра та ГЭС туса хума пултарни хăйне евĕрлĕ паттăрлăх мар-и? Тен, хамăрăн ентешĕмĕрсен историйĕ çине эпир тиркевлĕн те пăхатпăр тепĕр чух?
Çакăн пирки вулаканăн та тĕрлĕ шухăшсем çуралаççĕ пулсан çак статья хăйĕн тĕллевне пурнăçларĕ тесе çирĕплетсе калас килет.
В.МОСКОВСКИЙ.
Акчел ялĕ.
Автортан. Статьяна çырма пулăшнăшăн Чăваш Республикин патшалăх архивĕн ертỹçине Г.В.Ертмаковăна тата Елчĕкре пурăнакан П.В.Лобанчикова пысăк тав сăмахĕ каласа хăварас килет.