Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Аваллăхсăр малашлăх çук

Аваллăхсăр малашлăх çук

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне йĕркеленĕренпе 45 çул çитрĕ.

Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Петр Сидоров Елчĕк райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче ĕçленĕ чухне район центрĕнче музей йĕркелесе янă.

Малтанхи музей районти культура çуртĕнче иккĕмĕш хутри пушă пỹлĕмсенче вырнаçнă. 1992 çулта ăна ятарлă çурта куçарнă. Экспозицисем хатĕрлессинче Елчĕксене Чăваш Республикинчи краеведени музейĕн ĕçченĕсем нумай пулăшнă. Ытларах çак ĕçре Ю.П. Матросов ертсе пыракан ушкăн нумай вăй хунă. Паян ялти Я.П. Беляев пуян 1909 çулта лартнă çуртра (хăй аваллăх палăкĕ) пилĕк пин ытла экспонат упранать. Музей район центрĕнче вырнаçнăран кунта çын кĕмесĕр пĕр кун та иртмест. Çулсеренех музейра тăватă пине яхăн çын пулса курать.

Музея йĕркеленĕ тата ертсе пынă çынсене палăртмасăр иртес килмест. Вĕсем: П.П.Сидоров (1972-1974 ç.), Р.И.Бобылев (1974-1975), ВЛКСМ райкомĕн ĕçченĕсем Ю.П.Пушкин, С.В.Игнатьева, И.Д.Клементьева (1975-1983), А.В. Марков (1983-1985), В.И.Таллеров (1987-1990), Г.А.Адюкова (1991-2006), В.Г.Вастулова (2006-2015), 2015 çултан вара — С.В.Голубева.

Аваллăх çуртĕнче тĕрлĕ темăпа ятарлă уйрăмсем пур. Зала пырса кĕрсенех куракансене авалхи мамонтсем пурăннă тапхăрпа паллаштаракан кĕтес. Кунтах унăн шăммисем, шăлĕсем тата аммонитсем (тинĕс тĕпĕнче пурăннă вĕсем) тата ытти те. Патреккел çăлкуçĕн тата Яманчỹрел карьерĕн сăн ỹкерчĕкĕсемпе, историйĕсемпе те кунтах паллашма пулать. Тепĕр экспонат вăл — X-XIII ĕмĕр пуçламăшĕнчи Аслă Таяпа ялĕ çывăхĕнчи хула-крепость макечĕ. Унăн историйĕ те туристсене питĕ интереслентерет. Авалхи йăх-нĕселсен ĕçĕ-хĕлĕ, йăли-йĕрки, тупри-нухрачĕ, тĕрĕ-эрешĕ те типтерлĕ упранать. Хресчен кил-çуртне сăнлакан кĕтес, Елчĕк пасарĕн панорами те кăсăклантараççĕ курма килекенсене. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине халалланă уйрăм кăçал 25 çĕнĕ экспонатпа пуянланчĕ. Вĕсене Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче йĕркеленнĕ шырав ушкăнне ертсе пыракан Н.С. Мясников парнелерĕ. Смоленск хирĕнчен тупнă вăрçă экспоначĕсем курма килекенсене уйрăмах тĕлĕнтереççĕ.

Курав залĕнчи выставкăсене çĕнетсех тăратпăр. Кăçал мĕнпурĕ 20 курав иртнĕ. Ытларах Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ ăстасен ĕçĕ-хĕлне кăтартнă. Районти культура мероприятийĕсенче аваллăха упраса хăварас темăна çутатсах тăратпăр.

Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас, ырă йăла-йĕркене ĕçе кĕртес тесе ытти музейсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Кỹршĕллĕ Комсомольски районĕнчи «Çĕр тата çынсем» музейра мастер-класс ирттерни те асра юлчĕ.

Çуллахи вăхăтра аваллăх палăкĕсемпе паллаштарас тĕллевпе экскурсисем йĕркелетпĕр. Районта туризма аталантарас тĕллевпе иккĕмĕш çул велосипедпа ярăнма кăмăллакансем паллă вырăнсене çулçỹреве тухаççĕ. Музей ĕçченĕсем веломаршрутра тĕл пулакан культурăпа архитектура, çут çанталăк палăкĕсем çинчен буклетсем хатĕрлеççĕ. Республикăн кунĕнче тата Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Акатуйĕнче Елчĕк енри ăста алăсен куравне çĕршер çын курса киленет. Куравсенче хамăр алăпа ăсталанă сувенирсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Юлашки çулсенче «чĕрĕ уроксем» ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Район 90 çул тултарнă тĕле культура çуртĕнче те анлă курав хатĕрлерĕмĕр. Музейра кашни çулах декабрь çурринчен пуçласа «Хĕл Мучи» мастерскойĕ ĕçлет. Çак тапхăрта ачасем чăрăша хитрелетмелли тĕрлĕ теттесем тума вĕренеççĕ. Çемье чăмăртакан çамрăк мăшăр ЗАГС хыççăн авалхи йăла-йĕркене асра хăварас тĕллевпе музейра фотосесси ирттерни ырă пулăма кĕчĕ.

Шав мал ĕмĕтпе пурăнатпăр. Пирĕн, хальхи ăрури çынсен, аваллăха манас марччĕ. Ăна май пур таран сыхласчĕ. Эпир экспонатсен шутне ỹстерес, шкул ачисемпе, ял çыннисемпе тата тачăрах çыхăнса ĕçлесе аваллăха упраса хăварас тесе тимлетпĕр.

С.СТЕПАНОВА,
Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн лектор-экскурсовочĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code