Воскресенье, 6 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Шурă вилĕм» çулне пỹлмелле

«Шурă вилĕм» çулне пỹлмелле

Юлашки çулсенче наркомани этемлĕхшĕн чăн-чăн инкек пулса тăчĕ. Çак усал кашни çыннах пырса тивме, пысăк сăтăр тума пултарать.

Статистика кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, ачасенчен кашни иккĕмĕшĕ наркотиксем çинчен Интернет урлă пĕлет. «Шурă вилĕме» сарас çул-йĕр те улшăнсах тăрать. Çын инкекĕ çинче пуйма ăнтăлакансем темĕн те шухăшласа кăлараççĕ. Çамрăксене тавар сутаканпа тавар туянакан хушшинчи çыхăнтаруçă ĕçне пурнăçлама, пĕр вырăнта пытарнă наркотик хатĕрне тепĕр вырăна куçарма сĕннĕ тĕслĕхсем вăй илнĕ юлашки вăхăтра республикăра. Çак ĕçе пурнăçланă чухне яшсемпе хĕрсем РФ Уголовнăй Кодексăн 228.1 статйинче палăртнă йĕркесене пăснине, наркотик хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе (хатĕрлени, сутни, салатни) çыхăннă преступленисемшĕн 4 çултан пуçласа 20 çул таран ирĕк прависĕр хăварса колоние яма пултарнине пĕлмессе те пултараççĕ. Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсене шкул ачисемпе, студентсемпе çак темăпа калаçу тата ăнлантару ĕçĕ ирттерме сĕнесшĕн.

Н.БАЙДУГАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code