Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăкаксене саплаштарĕç

Тăкаксене саплаштарĕç

РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн федераци бюджетĕнчен 2017 çулта чрезвычайлă лару-тăрăва лекнĕ 18 регионти аграрисене, вăл шутра Чăваш Енрисене те, компенсаци параççĕ. Пирĕн республикăна патшалăх çут çанталăк пăтăрмахĕсене пула тỹснĕ тăкаксемшĕн 54495,7 пин тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Енре ял хуçалăх культури 19562 гектар пĕтнĕ, Раççей Ял хуçалăх министерстви 9517 гектарĕшĕн тăкаксене саплаштарма йышăннă.

Аса илтеретпĕр, декабрĕн 14-мĕшĕнче РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă Раççей Правительствин ларăвĕнче РФ Правительствин хушăвĕн проекчĕпе килĕшỹллĕн, чрезвычайлă лару-тăрăва лекнĕ 18 регионти ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене компенсацилессине, вăл шута Чăваш Ен те кĕрет, Раççей Федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрассине каланă.

— Чрезвычайлă лару-тăрăва пула пĕтĕмĕшле 347,5 пин гектар çинче ял хуçалăх культури пĕтнĕ. Компенсаци калăпăшĕ 1,4 млрд тенкĕпе танлашать, çакă инкек тỹснĕ ял хуçалăх предприятийĕсене тăкака саплаштарма май парать, — тенĕ Александр Ткачев канашлура.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code