Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕнчипех палăрнă

Тĕнчипех палăрнă

Çуткỹл хĕрĕ 50-60-70 çул каялла пирĕн республикăра физкультурăпа спорт, хальхи саманарипе танлаштарсан, темиçе хут япăхрах аталаннă. Апла пулин те хăйсен юратнă спорт тĕсĕсене суйласа илме пултарнă яшсемпе хĕрсем çĕршывĕпех чапа тухма пултарнă.

Пысăк çул çине тухма вĕсене çирĕп тỹсĕмлĕх, ашшĕ-амăшĕ парнеленĕ сывлăх тата Турă пулăшса пынă пулинех. Эпĕ тĕшмĕртнĕ тата Пăла тăрăхĕнчен тухнă ăста спортсменсен кун-çулĕпе тăтăшах кăсăкланнă май, çакна çирĕплетсех калама пултаратăп: юлашки çур ĕмĕрте Раççей чемпионачĕсенче тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче палăрнă Елчĕк районĕн 3-4 спортсменĕ Олимп вăййисене те хутшăнма пултарнă. Вĕсенчен пĕри — Çуткỹл ялĕнче 1962 çулхи декабрьте çуралнă Зинаида Семенова.

Зина Курнавăшри вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра кунта физкультура предметне волейбол выляссипе тата çỹллĕшне сикессипе район чемпионĕ пулса тăнă А.В.Веков вĕрентнĕ. 1978 çулта вăл З.Семеновăна сăнама пуçланă: Зина ун чухне 16 çултан кĕçĕнрех йĕлтĕрçĕсен ушкăнĕнче чи лайăх результат кăтартнă. Çакăн хыççăн районта мала тухассишĕн пынă ăмăртура вăл виçĕ çухрăмлă дистанцире пуçласа призлă виççĕмĕш вырăн йышăннă.

1979 çулта Елчĕкре иртнĕ çуркуннехи кросра 2000 метрлă дистанцире З.Семеновăпа пĕрле 30 ытла хĕр вăй виçнĕ. Çивĕч кĕрешỹре пĕтĕм дистанцие çара уран чупса тухнă Зинаида иккĕмĕш вырăн йышăннă. Шел пулин те, çав çулсенче пулас тĕнче спорт мастерне никам та асăрхаман.

Курнавăшри вăтам шкултан вĕренсе тухсан хĕр Владислав пиччĕшĕпе пĕрле Шупашкара çул тытнă, «Текстильмаш» производство пĕрлешĕвĕнче 2 çул шлифовщицăра ĕçленĕ. Çак вăхăтра Зинаида вырăнти физкультура коллективĕн чысне хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе 5 тата 10 километрлă дистанцисенче чупса хỹтĕленĕ. Пĕтĕм Раççейри «Труд» физкультурăпа спорт обществин республикăри канашĕн чемпионачĕсенче тăтăшах призлă вырăн йышăннă, пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçланă Зинаидăна вăл вăхăтра пĕр пỹлĕмлĕ хваттер парса савăнтарнă.

1991 çулта З.Семенова Мускав хулин чемпионатĕнче 10 çухрăмлă дистанцире пуçласа призлă виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çакăн хыççăн пирĕн ентеш тинех Калининград облаçĕнче иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче ăмăртать, йывăр дистанцие 15-мĕш вĕçлет. Тепĕр çулхине Зинаида заводри тренерсем сĕннипе тулли марафонра вăй виçме килĕшет, хăйне хăй ĕненмесĕр тенĕ пекех чаплă результат кăтартать. Тĕнчери чи вăйлă спортсменсем, çав шутра икĕ çул маларах марафонра Европа чемпионки ятне çĕнсе илнĕ чăваш пики Валентина Егорова та, XXV Олимп вăййисенче ăмăртма хатĕрленнĕ. Çурçĕр Кавказри пĕр хулара вара инçе дистанцисене чупассипе çĕршыв чемпионачĕ иртнĕ. Çуткỹл хĕрĕ З.Семенова кунта, 42 километр та 195 метрлă дистанцире Тутарстанри Ф.Султановăна выляса ярса, иккĕмĕш вырăн йышăнать, кĕмĕл медале тивĕçет. Зинаида кăтартнă вăхăт спорт мастерĕн нормативĕнчен чылай лайăхрах.

Малашлăхра Зинаида пĕтĕм тĕнчери ăмăртусене хутшăнать.

— Испанири Валенси паян та манăн асăмра. Кунта 1993 çулта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери ăмăртура эпĕ тулли марафона 2 сехет те 33 минут та 54 çеккунтра чупса тухса пĕрремĕш вырăн йышăнтăм, ылтăн медале тивĕçнипе пĕрлех Атлантика океанĕ хĕрринче вырнаçнă çĕршывра тĕнче спорт мастерĕн нормативне пурнăçларăм, — тенĕччĕ Зинаида Николаевна кăçалхи çимĕк эрнинче тĕл пулнă самантра.

Тăван çĕршывăн пĕрлештернĕ командине кĕрсен Зинаида вун-вун çĕршывра иртнĕ ăмăртусенче пĕрремĕш теçеткери вырăнсене йышăннă.

Иккĕленместĕп: Зинаида Семенова хăй вăхăтĕнче ăста тренерсем патĕнче вĕреннĕ пулсан 17-20 çулсенче чухнех хăйĕн тĕп спорт енне суйласа илсе çамрăклах тăван республикăн чысне хỹтĕленĕ пулĕччĕ. Вăл 32 çул тултарсан кăна тĕнче спорт мастерĕ пулса тăчĕ, апла пулин те Елчĕк районĕн спорт аталанăвĕн историйĕнче тарăн йĕр хăварма пултарчĕ.

Владислав СИДОРОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Тĕнче спорт мастерĕ Зинаида Семенова (сылтăмран виççĕмĕшĕ) тăванĕсен ушкăнĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code