Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уява лайăх кĕтсе илер

Уява лайăх кĕтсе илер

Çĕнĕ çул çитиччен шутлă кунсем юлчĕç.

Уява ача-пăча, çамрăксем кăна мар, аслă ăру çыннисем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кашниех елкăна хитре илемлетме тăрăшать, тĕрлĕ-тĕрлĕ теттепе капăрлатать.

Уява ирттернĕ вăхăтра çак йĕркесене çирĕп пурнăçламалла: елкăна ирĕк пỹлĕмре ирттермелле, тухса çỹремелли коридорсем ирĕк пулмалла, запас алăксене çăрапа питĕрмелле мар. Алă айĕнче огнетушитель, кашма, витрепе шыв лармалла. Ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштармалла, алă пустармалла. Уяв иртекен учрежденисенче дежурство йĕркелемелле. Елкăна урай варрине лайăх çирĕплетмелле. Вăл стенаран, маччаран пĕр метр аяккарах пулмалла. Чăрăш çине хăвăрт тивсе илме пултаракан теттесене çакмалла мар.

О.ПАТШИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code