Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Суйлав кампанийĕ пырать

Суйлав кампанийĕ пырать

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă.

Чи малтанах Николай Миллин пухăннисене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламласа çирĕп сывлăх, телейпе ырăлăх, ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунчĕ. Канашлура Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе çыхăннă мероприятисене пĕтĕмлетесси тĕп вырăнта пулчĕ. Уявсен вăхăтĕнчи оперативлă лару-тăрупа район администрацийĕн ятарлă программăсен пай начальникĕ Виталий Рыбкин, ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕн çумĕ Владимир Мекшеев, пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ _ патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин паллаштарчĕç. Уяв кунĕсенче вĕренỹ, культура учрежденийĕсенче мероприятисем, ял тăрăхĕсенче спорт ăмăртăвĕсем йышлă иртнĕ. Çак тапхăрта йĕркене пăснă тĕслĕхсем тата инкек-синкек пулман.

Канашлура кăçал январĕн 6-мĕшĕнче «Эмметево» ОООра выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2017 çулхи малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе иртнĕ семинар-канашлу çинче чарăнса тăчĕç.

Елчĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина хăй ертсе пыракан пайăн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе отчет туса пачĕ. Иртнĕ çул районта 114 ача çуралнă. Вилекенсен йышĕ çуралакансенчен нумайрах пулнă: пĕлтĕр 356 çын пурнăçран уйрăлнă. 76 мăшăр çемье çавăрнă пулсан, 18-шĕ уйрăлнă. Шел пулин те, 2018 çул пуçланнăранпа пĕр ача та çуралман, 8 çын вара вилнĕ.

Елчĕк районĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Леонард Левый 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче çĕршывра Раççей Президенчĕн суйлавне ирттерессипе çыхăннă суйлав кампанийĕ пынине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра кандидатсене тăратассипе тата регистрацилессипе пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Леонард Васильевич сасăлав йĕркелессипе çыхăннă уйрăм самантсем тата улшăнусем çинче те чарăнса тăчĕ. Январь уйăхĕнче Раççей Президенчĕн суйлавне хутшăнакан кандидатсем хăйсене ырлакан суйлавçăсене алă пустарас ĕç пырать. Çĕнĕлĕх çинче чарăнса тăрар. Енчен те суйлавçă суйлав кунĕнче хăй ялан пурăнакан вырăнта пулаймасан, вăхăтлăх пурăнакан вырăнта суйлава хутшăнас тесен унăн 2018 çулхи январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 12-мĕшĕччен 3 майпа заявлени çырма ирĕк пур. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш тĕслĕхре суйлавçă кирек хăш территори суйлав комиссийĕнче тата нумай функциллĕ центрта заявлени çырма пултарать. Виççĕмĕш тĕслĕхре суйлавçăн заявление «Госуслуги» портал урлă тăратма ирĕк пур.

Канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code