Пятница, 27 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Хаваслă каннă

Хаваслă каннă

Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсенче район çыннисем тĕрлĕ культура меро-приятийĕсене хутшăнса вăхăта усăллă та хаваслă ирттернĕ.

Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче хореографи коллективĕсен вуннăмĕш фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта ял тăрăхĕсенчи 17 ташă ушкăнĕ хутшăннă. Кашни номинацирех çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртнă. Гран-прие улттăмĕш хут Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи «Камбрэ» ташă ушкăнĕ тивĕçнĕ.

Патреккелĕнчи культура çуртĕнче ял çыннисене уявсем ячĕпе вырăнти юрăçсем Геннадий Борисовпа Валерий Архипов, чăваш эстрада çăлтăрĕсем саламланă. Полина Борисова, Алина Выйгетова, Надина юррисене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăннă. Ял çыннисене хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕшĕн юрăçсене культура çурчĕн заведующийĕ Елена Добронравова тав тунă.

Энтепе ял библиотекин пĕрремĕш вулаканĕ кăçал А.Григорьев пулнă. Детективсем вулама юратакана Лариса Данилова библиотекарь саламласа парне парса чыс тунă. Вулакансем «Çĕнĕ çула çĕнĕ кĕнекепе» выставкăпа кăсăкланса паллашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code