Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Тĕллевсене палăртнă

Чăваш Республикин ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина района ĕçлĕ визитпа килсе кайнă.

Елена Владимировна район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа, райадминистрацин структура подразделенийĕсен начальникĕсемпе тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче районăн иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕн малтанхи итогĕсене тишкернĕ, умри тĕллевсене палăртнă.

«Çĕнĕ кайăк» — Курнавăшран

Ача çурални — çамрăк çемьешĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ те ырă пулăм.

Районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта пĕрремĕш пепке Курнавăшри Артемпа Елена Смирновсен çемйинче кун çути курнă. Раççейĕн çĕнĕ гражданинне Богдан ят хунă. Çавăн пекех Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче те йăх-несĕле малалла тăсакан арçын ача хутшăннă.

Сăмах май каласан, паян вара Елчĕкри Надежда Егоркинăпа Çуткỹлти Евгений Аверьяновшăн Мендельсон маршĕ янăрĕ. Çĕнĕ мăшăр кăçалхи пĕрремĕш номерлĕ свидетельствăн хуçи пулса тăрать. Çамрăксен алли çăмăл пултăрах, кăçал çемье çавăракансен йышĕ чылай ỹстĕр.

Лаш Таяпа каччисем — пĕрремĕш каналта

Мĕнпе кăна тĕлĕнтермеççĕ паян Елчĕк каччисем?

Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ, унтах вăтам шкул пĕтернĕ Дениспа Дмитрий Борисовсене ял çыннисем Çĕнĕ çул уявĕсенче тăван ялта курса калаçса савăннăччĕ, январĕн 9-мĕшĕнче вара маттур та пултаруллă каччăсене пĕрремĕш каналти «Давай поженимся» телекăларăмра курса киленнĕ. 26 çулхи йĕкĕрешсем хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ, интернет-лавккасем тытаççĕ. Вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн пĕртăвансем Альметьевскри патшалăх нефть институтĕнчен вĕренсе тухнă, иккĕшĕ те Мускавра пĕр ротăра службăра тăнă. Телекăларăмра Дениспа Дмитрий хăйсене йĕркеллĕ тытни уйрăмах килĕшрĕ, савни шырама пынă хĕрсен кăмăлне те кайнă çакă. Йĕкĕтсем Елизаветăпа Вероникăна суйласа илнĕ. Каласа хăварас, хĕрсем те йĕкĕреш. Лаш Таяпа каччисем хутшăннă передачăна курманнисем январĕн 9-мĕшĕнчи «Давай поженимся» передачăна Интернетра пăхма пултараççĕ.

Район чысне хỹтĕлеççĕ

Январĕн 11-мĕшĕнче республикăра шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регион тапхăрĕ пуçланнă.

Ĕнер Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Гузель Димухаметова тутар чĕлхин олимпиадинче ăсталăхне кăтартнă.

Районтан республикăри олимпиадăсене 50 ача хутшăнать. Вĕсенчен ытларахăшĕ Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Курнавăш шкулĕсенчен. Çавăн пекех регионти предметсен олимпиадисенче районти 13 шкул ачи тупăшать. Тăван чĕлхене, тăван ен культурине лайăх пĕлекен вĕренекенсем ытларах Курнавăш тата Елчĕк шкулĕсенчен.

Çулталăка — ырă ĕçпе

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2018 çула Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе палăртни ял çыннисене те хавхалану кỹретех пулĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ — ырă ĕçсем тăвасси. Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакансем çĕнĕ çулăн виççĕмĕш кунĕнчех ырă ĕçе пуçăннă — масар территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Сăваплă ĕçе вĕсем тăтăшах йĕркелеме палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code