Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Владимир Путин хак панă

Владимир Путин хак панă

Иртнĕ çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх Канашĕн пĕтĕмлетỹллĕ ларăвĕнче Чăваш Ене инвестици тытăмĕнче пысăк виçесем тытакан лидер-регионсен ушкăнĕнче пулнине палăртнă.

Ĕçлĕ лару-тăрăва лайăхлатмалли уйрăмах ăнăçлă майсене тупса палăртни пĕлтерĕшлĕ, тенĕ хăйĕн сăмахĕнче РФ Президенчĕ. «Вĕсен тухăçлăхне бизнесăн хăйĕн хак памалла… Инвестици лару-тăрăвĕн шайĕн Наци рейтингĕнче çак утăма тĕпе хунă та, унăн тĕп задачи вара аталану хатĕрĕ пулса тăмалла, инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерес енĕпе пухнă чи лайăх опыта сарма пулăшмалла», — палăртнă Владимир Путин.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Канашĕн Кремльти Пысăк керменте иртнĕ ларăвне хутшăнсан унти инвестици лару-тăрăвне лайăхлатмалли тытăмри тĕллевлĕ сĕнỹсене сỹтсе явнă. Бизнеса тытса пымалли йĕркесене ансатлатмалли тĕллевлĕ çул-йĕрсене ĕçе кĕртмелли кăтартусене уйрăммăн пăхса тухнă.

Аса илтеретпĕр: влаç органĕсем бизнес-пĕрлĕхпе тачă çыхăну тытнине тата ушкăнăн тухăçлă ĕçне пула Чăваш Ен 2017 çулта инвестици илĕртỹлĕхĕн Наци рейтингĕнче Федерацири 85 субъект хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă.

Влаç органĕ бизнес-пĕрлĕхпе çыхăнса, пĕр-пĕрне шанса ĕçлени экономикăра та сисĕнет. Республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма условисем туса параççĕ. Вĕсем НФЦра патшалăх, муниципалитет çăмăллăхĕсемпе усă курма пултараççĕ. Чăваш Енре ют çĕршыв компанийĕсем тухăçлă ĕçлесе пыни вĕсене аталанма инвестици климачĕ лайăххине çирĕплетет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code