Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата чăваш халăхне янă Çырупа паллаштарнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата чăваш халăхне янă Çырупа паллаштарнă

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырупа паллаштарнă.

Çырăва итлеме Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен, муниципалитетсен ертỹçисем, тĕн, общество организацийĕсен представителĕсем, Чăваш Енри предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă. Çав шутра Елчĕк район делегацийĕ те пулнă. Ушкăна район пуçлăхĕпе Ираида Васильевăпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Конституцийĕпе килĕшỹллĕн çиччĕмĕш хут Чăваш Республикин Канашне Çырупа тухрĕ. Вăл чи малтанах Чăваш Ен çулран-çул малалла аталаннине, умри задачăсене пурнăçа кĕртсе пынине, тĕп тĕллев — патшалăх тата граждансен интересĕсене хỹтĕлесси, саккунсене тата тĕрĕслĕхе пăхăнса тăрасси пулнине, республика вăйлă регион шутĕнче пулассине, халĕ те çĕршыв шайĕнче лидерсен йышĕнче пулнине палăртрĕ.

2017 çул итогĕсем тăрăх промышленность производствин индексĕ 103,7 процентпа, ял хуçалăх производствин индексĕ 101 процентпа, ваккăн суту-илĕвĕн пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ 102,8 процентпа танлашнă. Халăхăн вăтам ĕç укçи шайĕ 7,3 процент таран хăпарнă. 2011 çултан пуçласа регионта ĕçсĕррисен шучĕ 2,4 хут чакнă.

Республикăн экономикăри тата наукăри, социаллă сферăри вырăнне çирĕплетсе хамăрăн культурăна тата хăйнеевĕрлĕхне упраса хăварасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Кунта ỹссе пыракан ăрăва воспитани тата пĕлỹ пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре вĕренỹ тытăмне аталантарма республика бюджечĕн пĕрре виççĕмĕш пайне тăкакланине каланă. Çакăн пек йышăну туни хăйне евĕр пысăк çитĕнỹсен çул-йĕрĕ пулнине палăртнă. Републикăри шкулсемпе ача сачĕсем çулсеренех Раççейри чи чаплă пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисен йышне кĕреççĕ. Пирĕн республикăн паха ĕç опытне ытти регионсем тĕпе хурса ĕçлени те куçкĕретех. Республикăра шкулсем тăвассипе тата вĕсене модернизацилессипе анлă программа пурнăçланать. 2025 çул тĕлне республикăра иккĕмĕш сменăпа ачасене вĕрентессине пăрахăçлама тĕллев лартнă.

«Шкула наука» проектпа килĕшỹллĕн 11 база шкулĕсенче физика кабинечĕсене хальхи йышши лаборатори оборудованийĕсем вырнаçтарнă. Çак проект малалла та аталанса вăй илĕ.

Республикăра патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кашни çулах Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретне Чăваш Ен каччисем йышлăн тăраççĕ. Хальхи вăхăтра Раççей çарĕнче 8 пин ытла çамрăк контракт мелĕпе службăра тăрать. 4 пин çамрăк кадет пĕлĕвĕ илет. Кадетсен юхăмĕ вăй илни ачасен патриотизм туйăмне аталантарма пулăшать.

Кирек мĕнле çĕршывра та промышленность экономикăн никĕсĕ пулса тăрать. «Хĕвел», «Каскад», «ЭКРА», «Химпром», Шупашкарти электроаппаратура завочĕ тата ытти организацисем пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртеççĕ.

Чăваш Енре пурăнакансем туслă пулни ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Çавăн пекех ялсенче культура вучахне «чĕртессипе», клубсенче пурлăхпа техника базине пуянлатассипе пысăк калăпăшлă ĕçсем тăваççĕ. Юлашки çулсенче регионта 9 клуб уçăлнă, çитес çулсенче тата 18 культура çуртне хăпартса лартма тĕллев лартнă.

Кăçал чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Вăл халăх шкулĕн историйĕнче паллă вырăн йышăнать. Ахальтен мар кăçал Чăваш Енре И.Я.Яковлев çулталăкĕ тесе палăртнă.

2018 çула Раççейре Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ тесе йышăннă. «Пĕр чăмăра пухăнса пĕрле килĕшсе пурнăçланă ĕç, çирĕп пĕрлĕх _ çаксем шăпах та çĕршывăн тата республика аталанăвĕн тĕп никĕсĕ пулса тăнине шанатăп тата ĕненетĕп», — тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн шухăшне регион Пуçлăхĕ.

Патшалăх Канашне янă Çырура Михаил Игнатьев ытти пĕлтерĕшлĕ нумай ыйтăва хускатнă. Вĕсем хаçатăн малашнехи кăларăмĕсенче тĕп вырăн йышăнĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code