Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Заявленисем йышăнаççĕ

Заявленисем йышăнаççĕ

Кăçалхи январь уйăхĕнчен ача çуратнă е ăна усрава илнĕ хĕрарăмсене уйăхсерен пособи пама пуçланă. Ăна пепке 1,5 çул тултариччен тỹлеççĕ.

Районти социаллă хỹтлĕх пайĕ ку тĕлĕшпе заявленисем йышăнма пуçланă. Заявление ача çуралнă хыççăн ултă уйăх тăршшĕнче çырса парсан пособие пепке çуралнă кунтанах тỹлеççĕ. Енчен те çур çул иртсен çеç заявленипе тухсан, унта палăртнă кунтан çеç пособие илме пултараççĕ. Çавăнпа та патшалăх паракан çăмăллăхпа туллин усă курас тесен документсене вăхăтра тăратмалла. Аса илтерни вырăнлă пулĕ: 2018 çулта ача çуратнăшăн уйăхсерен паракан пособи виçи (кунта çемьери пурăнмалли вăтам виçене шута илеççĕ) — 8910 тенкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code