Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçе – çамрăкран

Ĕçе – çамрăкран

Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн Елчĕкри пайĕ çула çитмен – 14-18 çулхи граждансене вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçтарас ыйтăва айккинче хăвармасть.

Çакă вĕсен кулленхи ĕçĕнчи тĕп тĕллев пекех. Урăхла пулма та пултараймĕ. Мĕншĕн тесен çитĕнекен ăрăва çамрăкран ĕçе хăнăхтарассине, çапла майпа вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшассине патшалăх енчен те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакăншăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти пайĕ кăçал çула çитмен 379 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсене ял хуçалăх производствинче тĕрлĕрен ĕçсене пурнăçлаканăн пулăшаканĕ пулма, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксен таврашĕсене тирпей-илем кĕртме явăçтарнă. Ĕçшĕн 14-18 çулхи граждансем саккунпа килĕшÿллĕн палăртакан укçа-тенке илме тивĕçлĕ пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code