Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентеше халалласа

Ентеше халалласа

Борис Леонтьевич Тихонов /Борлен/ пурăннă пулсан 85 çулхи юбилейне паллă тунă пулĕччĕ. Шел пулин те, вăл пиртен иртерех уйрăлса кайрĕ.

Пултаруллă журналиста, вĕрентекене тата паллă сăвăçа асăнса районти тĕп библиотекăра уяв иртрĕ, ăна «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин ертсе пычĕ. Борис Леонтьевича лайăх пĕлнĕ çынсем, унăн пултарулăхне хисеплекенсем хутшăнчĕç унта. Чи малтанах вулавăшри краеведени пайĕн пуçлăхĕ Алина Петрова пуçтарăннисене ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Борис Борленăн вĕренекенĕсем – пичет ветеранĕ, чылай çул райхаçатра корреспондентра тата тĕп редакторта тăрăшнă Иван Иноходов, пай редакторĕ Елена Петрова, поэтăмăрпа тĕрлĕ çулта пĕрле ĕçленĕ Зинаида Никифорова /Елчĕк/, Зинаида Портнова /Аслă Пăла Тимеш/, Рифкат Харисов /Сăрьел/ тата ыттисем те Борис Леонтьевич пирки чылай ырă сăмах каларĕç, унăн пурнăçне тата пултарулăхне пурнăçри тĕрлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç.

Кунтах çыравçа халалласа район хаçачĕ Иван Иноходов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Манăçнă сăмах – тупсăмĕ пурах» конкурсăн çĕнтерÿçисене те чысларĕç. Çитĕннисен хушшинче 1-мĕш вырăна Лариса Казначеева /Вăрăмхăва/, 2-мĕш вырăна Алина Петрова /Елчĕк/, Галина Веникова /Энтепе/, 3-мĕш вырăна Галина Енейкина /Патреккел/, Людмила Енедерова /Тăрăм/, Анна Портнова /Кушкă/ тивĕçрĕç. Шкул ачисен хушшинче Валерия Федорова /Çирĕклĕ Шăхаль/ пĕрремĕш, Даниил Можаев /Патреккел/ – 2-мĕш , Даша Мулгачевăпа Кристина Свеклова /Кушкă/ 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Уяв каçне Вячеслав Захаровăн Борис Борлен сăввисенчен кĕвве хывнă юррисем илемлетрĕç.

Поэтăмăра асăнса Кушкă шкулĕнче те Галина Вениковăпа Анна Портнова педагогсем ертсе пынипе мероприятисем иртнĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code