Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Пушар — хăрушă

Пушар асăрхавĕн районти ĕçченĕсем пушартан асăрханас йĕркесене ăнлантарса парассипе халăх хушшинче тăтăшах калаçу ирттереççĕ.

Районти пушар асăрхавĕн патшалăх тĕп инспекторĕ А.Сайкин тата пушар пайĕн начальникĕ В.Григорьев иртнĕ кунсенче Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи уйрăм хуçалăхсенче пурăнакансемпе тĕл пулсан та пушартан сыхланасси, асăрханасси пирки сăмах пуçарнă. Ку тĕлĕшпе ятарласа хатĕрленĕ асра тытмалли пĕчĕк кĕнеке-буклетсем валеçсе панă.

Сăмах май, 2017 çулта район территорийĕнче пушар тухнин 15 тĕслĕхне (2016 çулхипе танлаштарсан, 7 процент ытларах) регистрациленĕ, пушарсен пĕтĕмĕшле тăкакĕ 814 пин тенкĕпе танлашнă.

Медицина ĕçченĕсем канашланă

Районти тĕп больницăра тĕп тухтăр çумĕ Галина Уфукова ертсе пынипе ĕçлĕ канашлу иртнĕ.

Унта фельдшерпа акушер пункчĕсен фельдшерĕсем те хутшăннă. Людмила Миллина тухтăр 2018 çулта палăртнă ушкăнри районта пурăнакан çула çитнĕ çынсене диспансеризаци витĕр кăларасси тата профилактика тĕлĕшĕпе медицина тĕрĕслевĕ ирттересси пирки чарăнса тăнă.

Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн министерствин ĕç планĕнче палăртнипе килĕшỹллĕн кăçал районти çула çитнĕ 4010 çынна (çав шутра 1792 арçын, 2218 хĕрарăм) диспансеризаци витĕр кăлармалла. Канашлура çавăн пекех кулленхи ыйтусемпе Наталья Кускова педиатр тухтăр, поликлиника заведующийĕ Людмила Капламова тухса калаçнă.

Семинар-практикум

Республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕн ĕçченĕсем хутшăннипе Елчĕкре культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçченĕсен семинар-практикумне йĕркелесе ирттернĕ.

С.Тяхмусова методист тĕл пулура уявсене чăваш халăхĕн йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса йĕркелесси пирки чарăнса тăнă пулсан, «Сувар» халăх ташă ансамблĕн балетмейстерĕ А.Музыкантов тата хореографи пултарулăхĕн методисчĕ О.Алексеева чăваш ташшине ăста ташлассипе мастер-класс ирттернĕ.

Çĕнĕ Пăвари «Илем» фольклор ансамблĕ (ертỹçи В.Доброхотов) хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Семинар-практикумра кăсăкли, ăса хывмалли тата нумай пулнă.

Ентеш юрăçа халалласа

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче Виталий Адюков юрăç 60 çул тултарнине халалласа мини-курав ĕçлет.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Этюк Виттине, унăн «Ватăлатпăр çав, тăван, ватăлатпăр», «Каç та пулса кайрĕ», «Чечексем», «Юхан шыв», «Лар, тăванăм, çума», «Сар сăрине пит юратать» тата ытти юррисене пĕлмен, илтмен çын çуках пулĕ районта. Ентешĕн кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашас тесен музейри курава çитсен аван.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code