Суббота, Март 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Ултавран асăрханар

Ултавран асăрханар

Юлашки вăхăтра карас телефонпа е электронлă хатĕрсемпе, Интернетпа усă курса укçа-тенкĕ вăрлакан преступниксенчен халăх хур тỹсни час-часах тĕл пулать.

Граждансем Интернет урлă тавар туяннă е телефонпа усă курнă чух улталанма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, преступниксем «AVITO» йышши интернет-сайтсене мĕнле те пулсан тавар сутасси пирки информаци вырнаçтараççĕ. Пĕлтерỹре телефон номерне (номерĕ хăйĕн мар паллах) тата суя ят кăтартаççĕ. Суйланă таваршăн «хуçа» клиента япалан тулли хакне банк картти çине куçарма ыйтать, япалине парассине шантарса тĕл пулăвăн вăхăтне тата вырăнне пĕлтерет. Укçа-тенке куçарса панă хыççăн çакскер çухалать, телефон симкипе те текех усă курмасть. Е тата граждансен телефонĕсем çине çакăн евĕр СМС килет: «Сирĕн карта ĕçне чарса хунă. Çакăн евĕр телефонпа (номерне сĕнеççĕ) çыхăнăр. Сирĕн Сбербанк». Хăраса ỹкнĕ çынсем асăннă номерпе шăнкăравлаççĕ. Хăйсене банк работникĕ евĕр паллаштарнă хĕрарăм е арçын телефон хуçисене çывăхри банкомат патне кайса тĕрлĕ операци пурнăçлама, хăйсем палăртнă номер çине укçа-тенкĕ куçарма сĕнеççĕ. Çакăн евĕр тепĕр тĕслĕх çинче те чарăнса тăрар. «Анне, манăн пысăк чăрмавсем, ман номер çине укçа хур. Мана патăма ан шăнкăравла, кайран ăнлантарса парăп.», «Анне, мана укçа кирлĕ. Ывăлу. Хĕрỹ.» е ытти тĕрлĕ сăмахсемлĕ çырусене шанса та ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ номер çине укçа хума васкать.

Ултавçăсенчен шар курас мар тесен чи малтанах халăха ансат правилăсене пăхăнма ыйтасшăн. СМСпа килнĕ паллă мар номерсем çине шăнкăравлама тăхтамалла. Банк карттисен номерне, кодне никама та ан пĕлтерĕр. Укçа-тенкĕ куçармаллине хыпарлакан СМСсем илсен тăванăр патне хăйĕн патне шăнкăравласа лару-тăрăва уçăмлатăр. Карттăн ĕçне чарса лартни пирки хыпарласан хирĕç шăнкăравласа тĕрлĕ операци пурнăçласран асăрханăр, тỹрех хăвăр пĕлекен банк уйрăмĕсенчи ĕçченсемпе çыхăнăр. Интернет урлă тавар туяннă чух сутуçăпа тĕл пулса тавара тишкерни, куçа-куçăн калаçни вырăнлă. Тимлĕхе çухатар мар.

А.АЛЕКСЕЕВ,
Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code