Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 100 çулта та ахаль лармасть

100 çулта та ахаль лармасть

Лаш Таяпари Почта урамĕнчи кỹлĕ хĕрринче пурăнакан Клавдия Кузнецова канăçне çухатни паян кăна мар. 100 çулхи юбилейне кĕтсе илекенскер, çывăх тăванĕсене тĕп киле хăнана йыхравланă та, халĕ вĕсене чăтăмсăррăн кĕтет. Кил хуçи хĕрарăмĕ çывăх тăванĕсем пулăшнипе тулли кĕреке хатĕрленĕ.

Икĕ пỹлĕмлĕ йывăç çурт. Сап-сарă пĕренеллĕ стенасене вăхăтĕнче хăй аллипе тĕрленĕ кавирсем илем кỹреççĕ. Кунтах Клавье аппа ашшĕ ăсталанă тĕреклĕ пукан та вырăн тупнă. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Кухньăна пỹлсе уйăрнă. Пĕр ĕмĕрхи ватă газ плити çинче хăех апат пĕçерет. «Кăвак çулăмне» вара ăна ялти Алексей Дмитриев кĕрỹшĕ тăрăшнипе чи малтан кĕртсе панă.

Картишĕнчи тата ĕлĕкхи кивĕ çурта та пăсман. Вăл хăйне евĕрлĕ аваллăх управĕ тейĕн. Çурта эрешлесе хитре илемлетсе ăсталанă капăрлăх паян та çухалман. Тимĕрçĕсен йăхĕ ăста алăллă пулни куçкĕретех.

Клавдия Арефьевнăпа юбилейччен кăшт кăна маларах тĕл пултăм. Унăн икĕ хăлхи те лайăх илтменрен унпа хытăрах сасăпа калаçмалла. Пурнăçри чылай пулăмсене маннă пулин те хăй шăпи çинчен тĕплĕн каласа парать вăл. Ăс-тăнĕ çивĕч, сасси янăравлă та уçă. Хаçат валли сăн ỹкерчĕк тума хатĕрленсе урăх çи-пуç тăхăнчĕ. Никам пулăшмасăр йăпăр-япăр кăвак чăваш кĕпи çине тĕрĕллĕ хура саппун çакрĕ, шурă тутăр çыхрĕ.

— Ватă çынна курма юри ятарласа килтĕр-и? Эпĕ нимĕнпе те палăрман вĕт, — тет сăпайлăн пĕр ĕмĕре чыслăн утса тухнă хĕрарăм.

Сăн-питрен те, ỹт-пĕвĕнчен те 100 çулта тесе калаймăн ăна. Хĕлле ытларах пỹртрен тухмасть. Шуса ỹксе нуша курасси те пур-çке. Çулла вара çурт умĕнчи пахчара тĕрлĕ чечек ỹстерме кăмăллать.

— Нумай çул ỹсекеннисене уйрăмах юрататăп, — тет вăл чечексен ячĕсене вырăсла каласа.

Клавдия Арефьевнăн шăпи пĕр тикĕс килмен. Хăй калашле, выçлăхне те, вăрçине те курнă. Анастасия Константиновнăпа Арефий Иванович Кузнецовсен йышлă çемйинче ỹссе çитĕннĕ вăл. Самани çăмăл пулман пулсан та Кузнецовсен ачисем вĕренỹ енне туртăннă. Клавье çичĕ класс пĕтернĕ. Ун хыççăн колхозра ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче окоп чавма кайнă, хулара тĕрлĕ çĕрте рабочире те вăй хунă.

Клавье — ултă пĕртăванран пиллĕкмĕшĕ. Ыттисем çĕре кĕнĕ. Пиччĕшĕсем Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Шăпа Клавье аппана хăйĕн ачине утьăкка сиктерме пỹрмен. Çемьеллĕ пурнăçĕ ăнсах кайман. Клавьен аслă пиччĕшĕн улттăмĕш ачи çуралнă чухне вилнĕ. Инкĕшĕ те ун хыççăн ура çине тăрайман. Пилĕк пĕртăвана ашшĕ вăрçа тухса кайсан Клавье хăйĕн ăшшине илнĕ. Ун чухне тăван килĕнчен пиччĕшĕн пỹртне пурăнма куçнă, унтах паянхи кунччен пурăнать.

Виçĕ уйăхранах çемье Николай Кузнецов вăрçă хирĕнче вилни пирки çыру илнĕ. Унăн ачисене — пилĕк ывăла тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстернĕ, воспитани панă аппăшĕ. Асли Çурçĕре вĕренме тухса кайнă, унтах ĕçлеме пуçланă. Пиччĕшĕ хыççăн ыттисем те унта çул хывнă. Пурте вĕренсе анлă çул çине тăнă, ача-пăча ỹстернĕ. Вĕсен ачисем ватта манмаççĕ. Хальхи вăхăтра ăна София йăмăкĕн хĕрĕ Люда пăхать.

— Ĕçсĕр ларма пултараймастăп. Акă, çăм арлатăп халĕ. Люда нуски çыхса ĕлкĕреймест, — тет вăл.

Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Клавдия Арефьевна Лаш Таяпари лавккара сутуçăра тăрăшнă. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн панă Хисеп грамотисем, юбилей медалĕсем те типтерлĕн упранаççĕ.

Клавье аппа сумлă юбилейĕсене чыслăн паллă тунă. Акă 95 çулхи юбилейĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин панă Тав хучĕ те пур унăн. Хăйпе пĕр тăванĕн ачин ачисем те хăйне пуç тайса хисепленине туять.

— Людăн ачисем хуларан килнĕ чухне килне çитиччен ман патăма кучченеçсемпе кĕрсе тухаççĕ, — тет вăл савăнăçлăн.

Клавдия Арефьевна хаçатсене лупăпа вулать, телевизор пăхма кăмăллать.

— Пĕр куçа унчченех операци тунăччĕ. Çавăнпа та телевизор нумай курмастăп, куçа упратăп, — сăмах хыççăн сăмах сỹтĕлчĕ пирĕн.

Пĕр ĕмĕрти хĕрарăмăн сывлăхĕ аптăрамасть. Тах-çан çăмăл операци тутарнă. Çавăн пекех пĕчĕккĕ чухне çурлапа кача пỹрнине касни йĕр хăварнă.

— Нимĕн те ыратмасть манăн, — тет вăл кăмăллăн.

Апата тиркемест. Бройлер чăх какайне кăмăлланине те пытармасть.

— Хам 5 сехетрех вăранатăп. Çапах та 6 сехетре кăна тăхăнса тумланатăп. Апат çисен вара кĕнчеле умне ларатăп. Ахаль ларсан кун пустуй иртнĕ пек туйăнать, — ăшшăн пуплет вăл.

Пенси укçине те 100 çулхи хĕрарăм хăй алă пусса илет.

— Асра юлнă сăвă йĕркисем пуçа килмеççĕ-и? — тетĕп калаçу хăй еккипе пынă май.

Унччен те пулмарĕ, кинеми мана куçран пăхса 15-20-шер куплетлă чăваш сăввисене пăхмасăр вуласа пачĕ. Пĕри ял çыннин çăмăл мар шăпи çинчен, эпĕ ăна халĕччен илтмен те, тепри ача-пăча чухне вĕреннĕ «Чи-чи кăсăя…».

Ĕçкĕ-çикĕне çỹреме юратманран юрăсем юрлама ăста маррине те систерчĕ.

— Эпĕ çамрăк чухне улахра ларнă вăхăтра та эрех вуçех те тутанса курманран унăн тутине пĕлместĕп, — терĕ. — Çапах хам пата хăнана килнине юрататăп. Çынпа калаçсан чуна самай. Анчах хăлхасем илтменни кансĕрлет.

Клавье аппа мунча кĕме кăмăллать иккен. Люда йăмăкĕ хурăн милĕкĕпе икĕ хутчен çапать. «Вара çан-çурăм канать», — тет вăл.

Кĕркунне Клавдия Арефьевнăна Людмила хăйсем патне илсе кайнă. Ват çыннăн, паллах, хăй килĕнчен ниçта та каяс килмест.

— Çулĕсем сахал мар, тăтăшах кайса пăхса тăриччен хамăр çумра шанчăклăрах, — пĕлтерет Людмила Федоровна.

Сăмах май каласан, Дмитриевсем хăйсем те çамрăк мар, 80 çултан иртнĕ, çапах ĕне усрама та ỹркенмеççĕ.

— Эпир, ватăсем, килти юр-вара кăмăллатпăр. Клавье аппа та сĕт юратать. Лавккаран туянмастпăр, — теççĕ тараватлă ĕç ветеранĕсем.

Клавье аппан калаçăвĕ, хăйне тытма пĕлни кăмăл-туйăма çĕклерĕ. 100 çула çитсе тĕрĕс-тĕкел, сывлăхпа пурăнни мĕн пысăкăш телей пулнине нимĕнле виçепе те виçеймĕн…

Валентина КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: К.Кузнецова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code