Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсем канашларĕç

Депутатсем канашларĕç

Ĕнер район администрацийĕн ларусен залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ пухăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ — районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 8 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа вĕсем 2018 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана улшăнусем кĕртрĕç. Йышăну проекчĕпе Елчĕк район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова паллаштарчĕ. Малалла халăх суйлавçисем Елчĕк районĕнчи харпăрлăхĕнчи пурлăха Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарас ыйтăва тишкерчĕç, Елчĕк районĕнчи обществăлла канаш çинчен калакан положенин проектне çирĕплетрĕç, Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн 2011 çулхи май уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 6Ỹ3-с номерлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç тата ытти çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç.

Депутатсен умĕнче Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина сăмах илчĕ. Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ертỹçĕ кун йĕркинчи тĕп тема çинче — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвне тишкересси — чарăнса тăчĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code