Районти яшсемпе хĕрсем республикăн, Мускавпа Хусан тата ытти хуласен аслă вĕренỹ заведенийĕсенче ăс-тăн пухаççĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах чылайăшĕ спортпа туслашаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Тỹскел каччи, Шупашкарти медицина колледжĕнче иккĕмĕш курсра пĕлỹ пухакан Александр Игнатьев. Унпа сентябрь уйăхĕнче Беларуç Республикинчи Могилев хулинче полиатлон енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионачĕ хыççăнах тĕл пулса калаçнăччĕ. Саша 10 çĕршыври 180 яхăн спортсмен хушшинче хăйĕн ỹсĕмĕнче бронза медаль çĕнсе илчĕ. Вулакансене çак маттур студентпа паллаштарма кăмăл çуралчĕ.
— Саша, тĕнче шайĕнчи ăмăртура уйрăмах мĕн асра юлчĕ?
— Унта пирĕн республикăри 11 çамрăк тренерпа пĕрле кайрăмăр. Малтанах 60 метр спринт чупас енĕпе ăмăртрăмăр. Эпĕ иккĕмĕш вырăнта пытăм. Тепĕр кунхине пăшалтан перессипе тупăшрăмăр. Питĕ хумханнăччĕ, кăлăхах иккен. Кун хыççăн та эпĕ хамăн иккĕмĕш вырăна çухатмарăм. Унтан шывра ишессипе тупăшмалла пулчĕ. Кунта виççĕмĕш вырăна чакрăм. Юлашки кун вара тỹсĕмлĕх чупăвĕнче 2 çухрăма парăнтартăмăр. Çав кунах пире чысларĕç. Иккĕмĕш вырăна тухма 4 очко çеç çитеймерĕ. Çапла пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпартăм.
— Беларуç килĕшрĕ-и?
— Могилев — питĕ илемлĕ те тирпейлĕ хула. Днепр заливĕ хĕрринче уçăлса çỹреме те вăхăт тупăнчĕ. Паллă вырăнсенче ỹкерĕнсе манăн телефон та «тулса ларчĕ».
— Полиатлонпа эсĕ хăçан кăсăкланма пуçланă?
— Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ чухне акватлонпа (шывра ишесси тата чупасси) интересленеттĕм, ишекенсен секцине çỹреттĕм, унсăр пуçне çуран нумай чупнă. Манăн пĕрремĕш тренер — Алексей Васильев. Çавăн пекех Елчĕк шкулĕнчи физкультура вĕрентекенĕсем те яланах пулăшса, хавхалантарса пынă. Кайран вара, 9 класс пĕтернĕ хыççăн, Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕтĕм. Паллах, манăн малалла аталанас килчĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи полиатлон секцине çырăнтăм. Унти тренер Надежда Иванова тỹрех манăн кăмăла кайрĕ.
— Çитĕнỹ тума пĕрре те çăмăл мар. Санăн пĕрремĕш çĕнтерĕвỹ хăçан пулнă?
— Виçĕмçул декабрь уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарта полиатлон енĕпе пĕрремĕш ăмăрту иртнĕччĕ. Ун чухне мĕнле хумханнине халĕ те астăватăп-ха. Лайăх хатĕрленнĕрен ăнăçлă ăмăртрăм. Хамăн ỹсĕмре 1-мĕш вырăн йышăнса спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарма пултартăм. Ку маншăн пысăк çитĕнỹ пулчĕ.
— Ĕмĕт-тĕллевỹпе паллаштар-ха.
— Кашни спортсмен çитĕнỹ патне талпăнать. Полиатлон енĕпе ăсталăха малалла ỹстересшĕн, спорт мастерĕн ятне илесшĕн.
— Сана спорт пурнăçра мĕн енчен усă кỹрет?
— Спортпа туслă çын нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть.
— Саша, кашни çыннăн идеал пур. Саншăн кам тĕслĕх вырăнĕнче?
— Ун пек çын маншăн — ентешĕм, юлташăм Алексей Леонтьев. Вăл пирĕн ушкăнра чи вăйли, чи харсăрри, урăхла каласан — лидер. Сăмах май каласан, тĕнче чемпионатне эпир пĕрле кайрăмăр. Леша хăйĕн ỹсĕмĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Студентсемпе юниорсен хушшинче тĕнчен 2 хут чемпионĕ пулса тăчĕ. Эпĕ яланах Лешăн чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнетĕп, ун пек вăйлă та хастар пулма ĕмĕтленетĕп. Вăл мана яланах пулăшса пырать, сĕнỹсем парать.
— Çитĕнỹсем тар тăкмасăр пулмаççĕ…
— Çапла, питĕ нумай хатĕрленмелле. Пирĕн тренировка кашни кун, хăш чухне вара ирпе те, каçхине те иртеççĕ. Çитĕнỹсенче тренер тỹпи пысăк. Паллах, мана хавхалантаракан çынсем — чи малтанах юратнă аттепе анне. Кашни ăмăрту умĕн вĕсем çĕнтерме ăнăçу сунаççĕ, ăмăрту хыççăн вара яланах шăнкăравлаççĕ.
— Саша, «Елчĕк ен» хаçат вулаканĕсене мĕн сунатăн?
— Чи пĕлтерĕшли — ăмăртусене хутшăнни, ят-сума çĕнсе илни мар, физкультурăпа туслашни. Кĕлеткене пиçĕхтернипе пĕрлех чуна та сиплет вăл. Спорт çынсене пĕрлештерет, командăпа тренер çемьери пекех çывăх, унăн пĕр пайĕ пулса тăраççĕ. Вĕсем вара кирлĕ чухне яланах пулăшаççĕ. Спорта юратăр, хаклă ентешĕмĕрсем!
Юлия АДЮКОВА калаçнă.
Сăн ỹкерчĕкре: А.Игнатьевпа А.Леонтьев.