Воскресенье, Март 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Киревсĕр информацирен асăрхар

Киревсĕр информацирен асăрхар

Ачасене Интернет тыткăнĕнчи хăрушлăхран упрас ыйту питĕ çивĕч.

Еплерех хỹтĕлемелле-ши çул çитменнисене киревсĕр информацирен? Çакă кашни ашшĕ-амăшнех хумхантарать паллах. Коммуникаци хутлăхĕ çав тери хăвăрт аталанса пынине кура аслисем мĕнпур çĕнĕлĕхе ăша хывма, ăнкарма та ĕлкĕреймеççĕ. Шкул хыççăн киле таврăнсан компьютер умĕнче вăхăт ирттерме кăмăллакан чылай ачан ашшĕ-амăшĕ кунĕпех ĕçре. Темĕн те пĕлме ăнтăлакан ачасем вара Интернет уçлăхĕ сĕнекен тĕрлĕ информацие «çăтаççĕ» кăна. Киревсĕр информацисем хăйсен ăс-тăнне пăтратма, психика çине япăх витĕм кỹме пултарассине шута та илмеççĕ вĕсем.

Çамрăка тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен асăрхаттарасси пирĕн, аслисен, тĕп тивĕçĕ. Ăна компьютер умĕнче палартнă вăхăтра анчах лартмалла. Интернет уçлăхĕнче «вĕçме» кăмăллакан ачасем валли фильтрсем сĕнеççĕ Интернет провайдерсем. Вĕсем информацие «сиенлĕ» е «усăллă» ушкăнсене пайлаççĕ, блокировка лартаççĕ. «Ашшĕ-амăшĕн тĕрĕслевĕ» компьютер программи ача компьютер умĕнче ирттерекен вăхăта çирĕплетме, кампа çыхăну тытнине палăртма тата тĕрĕслеме пулăшать.

Çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен асăрхасах тăрасчĕ. Пушă вăхăта вăл компьютер умĕнче мар, урамра уçăлса çỹресе, спорт секцийĕсенче е сывă пурнăç йĕркине тытса пыма май паракан ытти вырăнта ирттерме пултартăр.

Л.ЕГОРОВА,
полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code