Вторник, 5 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малти вырăнта — ĕçлекен

Малти вырăнта — ĕçлекен

Çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курнине пула ĕçе тухăçлă йĕркелекен «Победа» ОООра механизаторсемпе фермăра тăрăшакансене тивĕçтермелле условисем туса парассипе ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнасси, çапла майпа вĕсен сывлăхĕсене упрасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Механизаторсем кондиционер, радиоприемник вырнаçтарнă, мотор шавĕ те хăлхана кĕмен меллĕ тракторсемпе комбайнсен кабинисенче ларса ĕçлеççĕ. Кашни çынна ĕç тумтирĕпе тивĕçтернĕ. Çур акире, выльăх апачĕ хатĕрленĕ тапхăрта, вырмара палăртнинчен ытларах ĕçленĕшĕн тỹлемелли хушма расценкăсем çирĕплетнĕ. Уй-хирти ĕçсене пурнăçланă хĕрỹ вăхăтра механизаторсен хаклă вăхăтне перекетлес тата вĕсене тăрăшса ĕçлеме хавхалантарас тĕллевпе кунне икĕ хутчен тỹлевсĕр апат çитереççĕ.

Фермăра ĕçлекенсен хавхаланăвĕ те пысăк — кашни уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн палăртнинчен ытларах продукци туса илнĕшĕн хушса тỹлесси йăлана кĕнĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕн дирекцийĕпе профсоюзăн вырăнти комитечĕ тăрăшнипе ĕçченсен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе санаторисене кайма путевкăсем уйăрса парасси, малта пыракансене, тивĕçлĕ канăва тухнисене чысласси йăлана кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code