Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Суйлав тапхăрĕнчи çĕнĕлĕхсем

Суйлав тапхăрĕнчи çĕнĕлĕхсем

Суйлав кампанийĕ малаллах пырать. Вăл унчченхисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать тата мĕнлерех çĕнĕлĕхсем вăя кĕреççĕ кăçалхи суйлав тапхăрĕнче? Çакă тата ытти ыйтусене хускатрĕ, пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков январĕн 25-мĕшĕнче журналистсемпе Республикăри Тĕп суйлав комиссийĕнче ирттернĕ пресс-конференцире.

Тĕп çĕнĕлĕхсенчен пĕри — суйлавçă суйлав кунĕнче — 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче паспортра палăртнă пропискăпа пурăнакан вырăнта пулаймасан (вăхăтлăх урăх çĕрте пурăнать, командировкăна е ĕçлеме тухса кайнă) çак кун унăн вăхăтлăх пурăнакан вырăнта сасăлама ирĕк пур. Çапла тăвас тесен гражданинăн январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 12-мĕшĕччен çывăхра вырнаçнă территори суйлав комиссине е патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан нумай функциллĕ центра паспортпа пырса, февралĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 12-мĕшĕччен вара кирек хăш участокри суйлав комиссийĕнче заявлени çырмалла. Заявлени çырнă чух гражданинăн хăй хăш регионта тата миçемĕш суйлав участокĕнче сасăлассине те палăртмалла (территори тата участоксенчи суйлав комиссийĕсен адресĕсене Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн сайтĕнчи интерактивлă карттă урлă тупма пулать).

Тепĕр çĕнĕлĕх — мартăн 12-мĕшĕччен килтен тухмасăрах Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне кĕрсе заявлени çырма май пурри.

— Гражданин хăй яланлăх пурăнакан вырăнта мар, урăх ялти е хулари суйлав участокĕнче сасăлас тĕллевлĕ пулсан, унăн çакăн пирки пĕлтерсе пĕр хут анчах заявлени çырма ирĕк пур. Çавăнпа та асăннă утăма тăвиччен кашни çыннăн тĕплĕн шухăшламалла, — палăртрĕ Александр Цветков.

Александр Иванович хальхи суйлаври тĕпĕр пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕх пирки те каласа кăтартрĕ. Хальхи вăхăтра участоксенчи суйлав комиссийĕсене компьютерпа тата принтерпа тивĕçтерес ĕç пырать. Хальхи суйлавра протоколсене малтанхи евĕр алă вĕççĕн çырса мар, асăннă оборудованисемпе пичетлесе кăлармалла пулать. Протоколсене электронлă мелпе — QR- код технологипе хатĕрленĕрен кăтартусене каярахпа улăштарма май килмĕ.

— Суйлав бюллетенĕсене шутлакан тата тишкерекен çĕнĕ йышши комплекспа (КОИБ-2017) сканерлĕç. Вăл сасăсене хăех шутласа палăртать. Декабрь вĕçĕнче республикăна çакăн евĕр 132 комплекс илсе килнĕ. Вĕсенчен 125-ĕшĕпе Шупашкарти суйлав комиссийĕсенче усă курĕç, 7-шĕ резервра пулĕ, — пĕлтерчĕ Александр Цветков.

Çакна та палăртса хăварар. Енчен те суйлав комиссийĕсенче суйлава 1000 çынран ытларах сасăлавçă хутшăнать пулсан, унта видеосăнав вырнаçтарĕç.

Суйлав кунĕ суйлав участокĕсене вăл е ку кандидат енчи сăнавçă анчах мар, общество сăнавçи те хутшăнни кăçалхи суйлав кампанийĕн тепĕр çĕнĕлĕхĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн, Раççей тата регионсенчи Общество палатисен общество сăнавçисене вĕрентсе хатĕрлеме ирĕк пур, Чăваш Енре çакăн евĕр 2,5 пин общество сăнавçине хатĕрлеме палăртаççĕ.

Чăваш Енре территорисенчи 28 тата участоксенчи 1162 суйлав комиссийĕ ĕçлет. Тĕп тĕллев — суйлава уççăн та саккунпа килĕшỹллĕн ирттерсе ярасси, суйлав кунĕнче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене çирĕп пăхăнасси тĕп вырăнта пулнине те палăртрĕ Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code