Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял хуçалăхне пулăшаççĕ

Ял хуçалăхне пулăшаççĕ

2018 çулта Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексне аталантарма пулăшса 1994,8 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. 2017 çулхипе танлаштарсан, укçа-тенкĕ хисепĕ 7,5 процент ытларах.

Фермерсене, пысăк продуктивлă ĕнесем тытакан, элита вăрлăхсем туса илессипе ĕçлекен хуçалăхсене, ỹсен-тăран отрасльне аталантарма малтанхи вăхăтра уйăрнă пулăшусем те сыхланса юлаççĕ.

Мелиораци ĕçне йĕркелесе пыма та укçа параççĕ. Раççей Ял хуçалăх министерстви Чăваш Республикинчи аграрисен кĕске вăхăтлăх кредитăн процент ставкине субсидилеме 82,8 миллион тенкĕ уйăрса пама палăртнă. Кăçал республикăри агропромышленноçа пулăшма пĕтĕмĕшле илсен 2077,5 миллион тенкĕ тăкакламалла. Çак сумма, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 103,2 процент шутланать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code