Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕ 2017 çулта республикăри юридици сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсем Раççей Федерацийĕнчи ĕç законодательствине пăхăнса ĕçленин тĕлĕшĕпе 1023 тĕрĕслев ирттернĕ. Законодательствăра палăртнине пурнăçламан 3849 тĕслĕхне тупса палăртнă, çитменлĕхсене пĕтерме хушса ĕç паракансен тĕлĕшĕпе предписани çырнă.
Патшалăх ĕç инспекцийĕ ĕç законодательствин, уйрăммăн илсен, ĕç укçипе вăхăтра тата туллин тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе хушма мерăсене ĕçе кĕртет. 2017 çулта ку тĕлĕшпе пурĕ — 260, çав шутран декабрь уйăхĕнче 32 тĕрĕслев ирттернĕ.
2017 çулхи 12 уйăхра ĕç инспекторĕсем 14356 çынна ĕç укçине саккунсăр майпа тỹлемесĕр тытса тăнине тупса палăртнă, вĕсене 446531,67 пин тенкĕлĕх суммăна шыраса илме пулăшнă. 2016 çулта 27036 çынна 340124,94 пин тенкĕ шыраса илсе панă.
Отчетлă тапхăрта патшалăх ĕç инспекцийĕн инспекторĕсен тĕрĕслевĕсене, административлă право йĕркисене пăснăшăн прокуратура органĕсем пуçарнă ĕçсене пăхса тухнă хыççăн ĕç законодательствипе килĕшỹллĕн ыйтнине пурнăçламан должноçри 1075 çынна, 455 юридика сăпатне тата 254 уйрăм предпринимателе административлă майпа явап тыттарнă — 36412,30 пин тенкĕлĕх штаф тỹлеттернĕ, çав шутран ĕç укçи тỹлессин законодательствине пăснăшăн палăртнă штраф виçи 13604,50 пин тенкĕпе танлашнă.
2018 çулхи январĕн 9-мĕшĕ тĕлне илес пулсан, реестрпа килĕшỹллĕн, Чăваш Республикинчи 16 организацири 2917 ĕçлекене (пурĕ 78,713 миллион тенкĕ) ĕç укçине саккунсăр майпа тỹлемесĕр тытса тăнине палăртнă.
Ĕç укçи тỹлессипе парăмлă организацисен реестрне кашни эрнере Чăваш Республикинчи экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ, ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствисене ярса параççĕ.