Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кубок — тăван ялта

Кубок — тăван ялта

Лаш Таяпара пурăнакансем хоккей вăй-йине питĕ кăмăллаççĕ. Вăл куракансене те, спортсменсене те йышлă пуçтарать. Ялта хоккей вăййине пуçарса янă Ю.П.Воронин ячĕпе унăн ачисем улттăмĕш хут турнир йĕркелеççĕ. Кăçалхи вăййа Лаш Таяпасемпе пĕрле Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль хоккеисчĕсем хутшăннă. Çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăр кĕрешỹ çивĕч иртнĕ. Пĕрремĕш вырăна тата кубока Лаш Таяпасем çĕнсе илнĕ. Çирĕклĕ Шăхальсемпе Аслă Елчĕксем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Александр, Андрей тата Алексей Воронинсем çĕнтерỹçĕсемпе призерсене, чи лайăх вылякансене медальсемпе призсем парса хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code