Суббота, Сентябрь 19, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Сывă ỹт-пỹре ăс-тăн та çивĕч

Сывă ỹт-пỹре ăс-тăн та çивĕч

Çакна тĕпе хурса ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев ял çыннисем пушă вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе тимлет. Ачасемпе çамрăксем текех хĕл кунĕсенче килте телевизор е компьютер умĕнче ларса ирттермеççĕ пулĕ: пит-куçĕсене хĕл сиввипе чĕпĕтсе конькипе е йĕлтĕрпе ярăнĕç. Юлашки çулсенче йĕлтĕр сырса тухакансем хушшинче вăйпитти çынсемпе пĕрле аслă ăру çыннисене те тĕл пулатăн. Кăнтăр кунĕнче кăна мар, ĕç хыççăн та сывлăха çирĕплетме пулать кунта. Йĕлтĕрпе ярăнма мĕнпур услови пур: 3 çухрăмлă йĕлтĕр йĕрне çутăпа çутатнă. Стадионта салтăнса-тумланмалли будка вырнаçтарнă. Унтах чей ĕçме пулать. Кун пекки районта пĕрре!

Ял халăхĕ спорта юраттăр, ỹт-пĕвне физкультура туса пиçĕхтертĕр тесе тăрăшакан тепĕр пуçаруçă — Сергей Горшков уйрăм предприниматель. Хальхинче вăл йĕлтĕр йĕрне оборудованисемпе пуянлатас тесе тăрăшнă. Хăй те спортпа ачаран туслăскер, ялти, районти ăмăртусенчен пăрăнса юлмасть. Çавăн пекех Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи Валерий Падуев, районти электричество сечĕн начальникĕ Юрий Хушкин ырă сăмаха тивĕçлĕ.

Валерий Афанасьев палăртнă тăрăх, стадиона ял çыннисем çемйисемпе, ачисене çавăтса килни ырă пулăм. Уçă сывлăшра уçăлса çỹрени сывлăхшăн питĕ усăллă пулнине асрах тытар.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code