Район администрацийĕнче административлă право йĕркине пăснин тĕлĕшĕнчи ĕçсене тишкерессипе тата ку тĕлĕшри лару-тăрăва уçăмлатассипе тимлекен комиссин кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ пулса иртрĕ.
Ăна комисси председателĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пычĕ. Комисси йышне обществăлла пĕрлешỹсен представителĕсене, пурĕ 9 çынна, çирĕплетнĕ.
Лару ĕçне хутшăннисемпе пĕрле кун йĕркинчи тăватă ыйтăва сỹтсе явнă. Административлă комиссин 2017 çулхи ĕçне пĕтĕмлетесси тата 2018 çулта пурнăçламалли ĕçсен планне çирĕплетесси те çак шута кĕнĕ.
(Хамăр корр.).