Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тỹрĕ кăмăлпа ĕçлемелле

Тỹрĕ кăмăлпа ĕçлемелле

Тĕнчери взяткăсен çулленхи калăпăшне специалистсем пĕр триллион доллар шайĕнче хаклаççĕ. Çавна май çак киревсĕр пулăм тĕнче экономикине мĕнешкел çухату кỹнине чухлама йывăр мар.

Шел те, нихăш çĕршывăн та коррупцирен сыхланмалли иммунитет çук — ăна ниçта та тĕпĕ-йĕрĕпе кăклайман-ха. Коррупци çĕршыв аталанăвне ура хурать çеç мар, халăх влаç органĕсене шанассине те япăх витĕм кỹрет.

Чăваш Ен коррупципе кĕрешес тĕлĕшпе пилотлă регион шутланнă май ăнăçлă ĕçлени паллă.

— Пирĕн кама та пулин алăран ярса илес тĕллев çук. Çав вăхăтрах патшалăх, муниципалитет служащийĕсене тỹрĕ кăмăлпа ĕçлеме хистекен лару-тăру йĕркелес енĕпе çине тăмалла. Саккуна пăсмалли майсене пỹлмелле, влаç органĕсенче ĕçлемешкĕн тỹрĕ кăмăллă çынсене суйласа илмелле, — палăртнăччĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăри коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен черетлĕ комиссин ларăвĕнче.

Çапах та, Чăваш Ен Пуçлăхĕн шухăшĕпе, коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçлемелли пайтах-ха. Патшалăхăн электрон пулăшу ĕçĕсене май пур таран вăйлăрах аталантарни чиновниксемпе курнăçассине чакарĕ, çавна май коррупци никĕсĕ хавшĕ.

Саккун умĕнче пурте пĕр тан. Республика прокурорĕ палăртнă тăрăх, суд умне тăнисен йышĕнче район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем, вĕсен çумĕсем, пайсен ертỹçисем те пур. Ку ыйтура çивĕчлĕхе чакарас тесен халăхпа тачă çыхăнса ĕçленин витĕмĕ те пысăк. Çак тĕллевпе Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви хăйĕн сайтĕнче çынсенчен тивĕçлĕ пĕлтерỹсем, ыйтусем йышăнассине йĕркеленĕ. Муниципалитет шайĕнчи нормăпа право акчĕсене тивĕçлĕ экспертиза туни те тĕрлĕ документри коррупцие сăлтавлама пултаракан самантсенчен сыхланма пулăшать.

А.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code