Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасем тимлĕхре

Ачасем тимлĕхре

Район администрацийĕн çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Ларăва районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова, унăн çумĕ Галина Уфукова, Венера Горшкова педиатр хутшăнчĕç.

Комисси членĕсем кун йĕркине кĕртнĕ 7 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах Елчĕк районĕнчи полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ Людмила Егорова çул çитменнисем тунă преступленисем пирки кĕскен каласа пачĕ. Иртнĕ çул район территорийĕнче 1 преступлени /2017 çулта – 5/ регистрациленĕ. Вăл вăрлассипе çыхăннă, ăна ушкăнпа тунă – Патăрьел ачисем Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи пĕр ялти автомашина бакĕнчен бензин юхтарса илнĕ. Подразделенинче паянхи кун 13 ача, 12 ăнăçсăр çемье /вĕсенче çул çитмен 23 ача çитĕнет/ учетра тăрать.

Елчĕк районĕнчи психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу центрĕн начальникĕ Ирина Кузьмина шкулсенчи социаллă педагогсен, профилактика канашĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Юлашки çулсенче ăнăçсăр çемьесен йышĕ ÿссех пырать. Вĕсене вăхăтра тупса палăртса учета илесси, ашшĕ-амăшĕпе тата çул çитменнисемпе тивĕçлĕ ĕçлесе пырасси тĕп тĕллев пулмалла. Ача уроксене сăлтавсăрах сиктерме, япăх вĕренме пуçлани педагогсене сисчĕвлентермелле. Çемьесенче пулса лару-тăрупа паллашни, вĕсене сăнаса тăни, профилактика ĕçĕсем пурнăçлани ачасене тĕрĕс çултан пăрăнасран сыхлать.

Венера Горшкова педиатр юлашки çулсенче çул çитмен ачасем тулаш сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем ÿсни, çак сăлтавсене сирес тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсем пирки пăшăрханса калаçрĕ. Юлашки ултă çулта районта тулаш сăлтавсене пула 13 ача вилнĕ. 2018 çулта анчах пĕр çулталăка çитмен 4 ача пурнăçран уйрăлни кашнинех пăшăрхантарма тивĕç. Ку ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те çивĕч çĕклерĕ:

– 2018 çулта эпир республикăра пĕчĕк пепкесем вилессин кăтартăвне ÿсме чарма пултарайманнине чуна ыраттарса калатăп. Çулталăка çитичченхи кашни виççĕмĕш пепкен вилĕм сăлтавĕ – тулашри сăлтав /30,3 процент/… Ачасен пурнăçĕ пирки сăмах пынă чух никам та тÿрре тухма пултараймасть.

Ларура ытти ыйтусене те хускатрĕç. Леонард Левый тишкернĕ ыйтусем çивĕч пулнине, çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлес ĕçре кашни профилактика субъекчĕ – йĕрке хуралĕн, медицина, вĕренÿ, культура, социаллă ĕçченĕсем, общественность пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлемеллине палăртрĕ. Çак тĕллевпех час-часах пĕрлехи рейдсем йĕркелесе «хăрушлăх ушкăнне» кĕртнĕ çемьесенчи лару-тăрупа паллашсах тăма калаçса татăлчĕç ларăва хутшăннисем.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code