Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хытă каяш пиркиех сăмах

Хытă каяш пиркиех сăмах

Йăлара усă курнă хытă каяшсене пуçтарасси паян çынсен умне нумай ăнланманлăх кăларса тăратать: çак тĕллевпе ятарлă вырăнсем хатĕрлесси, контейнерсем вырнаçтарасси тата ыт. те.

Пĕтĕм ыйтуран пĕрремĕш вырăнта хытă каяшсене полигона илсе кайнăшăн мĕн хак тÿлесси пулса тăрать. Çынсене унăн хакĕ ялта та, хулара та пĕрешкел пулни хумхантарать. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă черетлĕ Çырăвĕнче те çакăн пирки аса илмесĕр иртме пултараймарĕ.

Чăваш Республикин Строительство министерствинче 2017 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче йышăннă хушăвĕпе пуçтарăнакан хытă каяшсен нормисене çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн пурăнакан вырăнта /çуртра/ кашни çын пуçне пĕр çулталăкра 2,02 кубла метр хытă каяш пуçтарăнать. Унăн йывăрăшĕ /çак документ тăрăх/ 215,84 /малалла 220 кг тесе шутлăпăр/ килограмм. Хытă каяшсен шутне мĕн кĕрет? Çакна «Аргументы и факты. Чувашия» хаçатра çапла çырса кăтартнă: апат-çимĕç юлашкисем – 40, хут-картон – 35, пластик – 6, тимĕр-тăмăр – 4, кĕленче – 3, хăма-йывăç – 2, çĕтĕк-çурăк, тир-сăран, резина – 2, ытти ăпăр-тапăр – 9 процент. /Интернетра кăшт урăхларах каланисене те тупма пулать/.

Ялта пурăнакан çын çак каяшсене пĕтĕмпех контейнера кайса пăрахмасть. Апат-çимĕç юлашкисене, çум курăка выльăхсене çитерет е тислĕк тăвать, хут-картонпа хăма-йывăçа кăмакара çунтарать, тимĕр-тăмăра вара киле пырсах укçалла тиесе каякансем нумаййăн халĕ. Тăрса юлакан хытă каяш 20 процентран ытла мар: çĕтĕк-çурăк, тир-сăран, резина, пластик, кĕленче-кантăк тата ытти ăпăр-тапăр анчах свалкăна каять.

Строительство министерстви кашни çын вăтамран пĕр çулталăкра 220 килограма яхăн каяш тăвать тесе пĕлтерет. Ялта пурăнакан çын çак виçен 20 процентне е 44 килограмне анчах контейнера кайса пăрахать. Тариф тăрăх 2019 çулта кашни çыннăн уйăхсерен 75,70 тенкĕ тÿлемелле пулсан, 20 процент – 15,40 тенкĕпе танлашмалла.

Çакна тепĕр тĕрлĕ те шутлама пулать. Министерство докуменчĕпе килĕшÿллĕн 1 кубла метр хытă каяш 107 кг таять. Ялта пурăнакан çынпа çыхăннă 44 кг хытă каяш 0,5 кубла метра яхăн пулать. 1 кубла метра турттарса кайнăшăн норма тăрăх 442,22 тенкĕ тÿлемелле, çур кубла метршăн – 221,11 тенкĕ, уйăхсерен – 18,43 тенкĕ.

Тарифсем мĕнле пулнине калама пултараймастăп. Вĕсем ниепле те çак кăтартусенчен пĕчĕкрех пулма пултараймаççĕ. Çав вăхăтрах алла хут-кăранташ тытса шутласан хытă каяшсене туртттарса тухмалли тарифсем пысăк пулни уççăнах курăнать. /Усă курнă кăтартусене министерство приказĕпе «МВК «Экоцентр» ООО ярса панă квитанцирен илнĕ/.

А.ПЕТРОВ,
Кушкă ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code