Калав
Христя… Кĕскен çапла чĕнетчĕç ăна. Пĕчĕк чух çара уран, сивве-пылчăка пăхмасăр, урамра арçын ачасенчен юлмасăр чупатчĕ, сасси урамра ян! та ян! янăраса тăратчĕ. Ỹсерехпе кăна амăшĕ хĕрĕшĕн лăпланса пычĕ, текех арçури пек сиккелесе çỹремĕ, хăйне арçын ачасенчен те ютшăнарах тыткалать. 11-мĕш класран вĕренсе тухас умĕн вара, тĕлĕнмелле те, пачах улшăнчĕ 17 çулта пыракан хĕр. «Пăх-ха, пăх, çав Христя мĕнлерех тăнлă, тỹп-тỹрĕ утать, такăнса ỹкесрен те хăрамасть-ши вара?..» -пăшăлтатса юлатчĕç юмах çапма, тĕрĕсрех, çынна кăшлама юратакансем. Амăшне вара каçсерен уçă чỹречерен пỹрте кĕрекен кăлтăр-кăлтăр кулă сасси канăç пами пулчĕ. Çапла çав, Христьăн уçă та янăравлă кăлтăртатăвне никампа та арпаштармĕ амăшĕ. «Мĕн çавăн пек хытă кулатăн? Кам култарать унта сире?» — çапла пĕрре мар ыйтрĕ те хĕрĕнчен, лешĕ хавассăн çиçсе илетчĕ кăна.
Эх-х-х, амăшĕн чĕри… Ыратать çав, ыратать. Хĕрĕн кун-çулĕ те пулин тумхахсăр пултăрччĕ тет. Хăйĕн хĕр пурнăçне аса илет те, пуçĕ çаврăнса кайнă пек пулать. Шкул пĕтернĕ-пĕтермен, ашшĕпе амăшĕ хирĕç пулнине пăхмасăр, кỹршĕллĕ тутар ялĕнчи Ильдара качча тухрĕ. Пуян пурăнатчĕç упăшкин çемйинче. Ашшĕ — совхоз директорĕ, амăшĕ — кил-çурта тирпейлесе-йĕркелесе пыракан. Ольăна та вĕрентесшĕн пулмарĕ Ильдар: «Хĕрарăмăн таçта аслă шкулта мар, çемьере вĕренмелле — ĕç тума, ача-пăча ỹстерме. Аннерен тĕслĕх ил. Укçа тенине киле арçыннăн илсе килмелле…» Нимех те калаймарĕ хирĕç çамрăк арăм. Тăван ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу ыйтас — аван мар: «Каларăмăр, асăрхаттартăмăр», — теççĕ кăна ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, Ильдара килĕштерменни те мар кунта. Тỹрех чăваш хĕрĕ тутар ывăлне качча тухассине хирĕç пулчĕç вĕсем. «Асту, вĕсем арăмĕсене нимĕн вырăнне хумаççĕ, тарçă вырăнĕнче тытаççĕ», — тенине пуçласа пуçа çухатасла юратса пăрахнă хĕр упраç шута илесшĕн пулмарĕ çав. Тĕрĕслĕхĕ вара ашшĕ-амăш сăмахĕнче сахал мар пулчĕ. «Юрĕ, вĕренме ямарĕç, эппин, тăватă-пилĕк ача çуратса паратăп акă сире», — такама хăратасшăн пулнăн шухăшларĕ Оля хăйĕн ăшĕнче. Мĕн тетĕр? Иккĕшĕ те çамрăк, вăй питти, юн вĕресе тăрать — виçĕ çултан та çие юлмарĕ çамрăк хĕрарăмăн. Малтанлăха лăплантарчĕ-ха Ильдар хуйха ỹкнĕ мăшăрне, амăшĕ: «Кама валли туса лартрăмăр ку капмар çурта, хальччен те ача-пăча сасси илтейместпĕр, эсĕ пирĕн пĕртен-пĕр ывăл, кам йăх-тымара малалла тăсĕ?» — тесе мăкăртатнине те илтмĕш пулатчĕ. Çитменнине, Ольăна хĕрле илнине те шутран кăлараймăн. Çапла тепĕр çул çитрĕ, икĕ çул. Çаплипех «аист вĕçсе килмерĕ» Зайнуллинсен керменне. Шăрпăк пĕрчи евĕр тăрса юлчĕ ку киле пиçнĕ çырла пек тулли кĕнĕ хĕр. Хунямăшне юрас тесех тутарла та шăкăлтаттарса калаçма вĕренчĕ апăрша, хуçалăхри ĕçсене те чупса çỹресе пурнăçларĕ, мăшăрĕн урисене çума та хатĕрччĕ. Тĕлĕнмелле те, хуняшшĕ кăна лăплантаратчĕ Ольăна. Арçын пулин те: «Иксĕр те сывă, пулĕç-ха ачасем, сакăр çултан пулатех теççĕ вĕт-ха», — тетчĕ. Ильдар пуçласа хăй çине алă çĕкленине хальччен те манса каяймасть Оля. Çапла пĕррехинче ĕç хыççăн ỹсĕр таврăнчĕ мăшăрĕ. Пỹртре амăшĕ пуррипе харсăрланса-ши, Оля мăшăрне, хывăнма пулăшас тесе хирĕç пынăскере, питĕнчен çатлаттарса çупса ячĕ те хăй патĕнчен тĕксе ячĕ. Кăна кĕтменскер, Оля урайне сирпĕнсе анчĕ. «Манран юлташсем те кулаççĕ, ача тума пулăшмалла мар-и сана тесе мăшкăллаççĕ!» — хаяррăн кăшкăрчĕ Ильдар. Унтан, чăтаймасăр, хăй çине тĕлĕнсе пăхакан арăмĕ нимĕн чĕнменнине кура, сỹслесе макăрса ячĕ.
Чăтрĕ, чылаях чăтрĕ-ха Оля. Хуняшшĕ инфаркта пула сасартăк вилсе кайсан вара хăш-пĕр япаласене пуçтарса Шупашкара тухса кайрĕ: «Пĕр кут та пĕр пуç, кун пеккине чăтнине хулара та çухалмăп», — тесе шухăшларĕ хăй (эх, мăнтарăн, шăпах çак вăхăтра хăй варĕнче çĕнĕ чун йăва çавăрнине пĕлеймерĕ вăл). Ача çук, унчченхи çемйинчен нимĕн те шыраса илесшĕн мар тесе, ЗАГСра упăшкисĕрех уйăрчĕç тата. Çапла ирĕклĕ кайăк пулса юлчĕ сакăр çул ытла чуралăхра тенĕ пек пурăннă хĕрарăм, ЖЭУра вахтера ĕçе вырнаçрĕ, хăйне валли пурăнмалли кĕтес те майлаштарчĕ. «Çук, Ильдар, авлан, тутар хĕрне ил, манпа телейлĕ пулас çук эсĕ. Ача кирлех, ăнланатăп аннỹне те. Каçарăр мана…» — çапла каларĕ вăл, хăйне виçĕ-тăватă хутчен те каялла илсе кайма килнĕ Ильдара.
Турăçăм!!! Пĕлесчĕ сирĕн Ольăпа тепĕр тăватă уйăхран мĕн пулнине! Сакăр çул кĕтсе те кĕтсе илеймен те, уйăх хушши килменнине пачах та асăрхамарĕ малтанах Оля. Арçынпа пурăнманран çапла пулмалла та, тен, тесе шухăшларĕ тата. Хытканскер, çавракалана пуçласан тата варĕ ыратнă-пăтраннă пек пулсан кăна çул тытрĕ гинеколог патне. Тухтăр: «Халĕччен ăçта çỹрен, сан тахçанах учетра тăмалла, 26 çул тултаратăп тен, ватă хĕр шутланатăн хăв, çуратма йывăр пулать сана…» — тесе ятлама пуçласан та ĕненсех пĕтермерĕ-ха, хытрĕ те ларчĕ пукан çинче.
Çук, Ильдар патне мар, хăйне кун çути кăтартнă ашшĕ-амăшĕ патне çул тытрĕ Оля, инкек пирки каласа пачĕ. «Мĕнле инкек?! Телей ку! Турă хăйне йăлăнса тилмĕрнине илтрĕ-илтрех…» — куççулĕ, савăнăç куççулĕ шапăртатса юхрĕ амăшĕн куçĕсенчен. «Ниçта та каймастăн, çынсем кирек мĕн калаçчăр, аннỹ тĕрĕс калать», — касса татрĕ ашшĕ те. Тепĕр пилĕк уйăхран вара амăшĕ, тин çуралнă пепке çине пăхса, çапла каларĕ: «Турă пехилне пула кун çути курчĕ ку хĕр ача. Христина ят парар ăна».
Çапла-а-а… Пĕлтермерĕç ашшĕне пĕчĕк хĕр пĕрчи пирки. Хамăрах пăхса çитĕнтерĕпĕр, терĕç. Ытлашши, тен, ачашларĕç те пулĕ — ахальтен мар арçын ача пекех шухă ỹсрĕ Христя (е, тен, тутар юнĕ те хăйĕнне турĕ?). Халĕ, акă, шкултан вĕренсе тухать Турă пилĕпе килнĕскер.
«Анне, ăçта вĕренме каймалла-ши? Юлташсем экономист та юрист пуласшăн. Ман вара ялтах пурăнас, кукамипе кукаçине пăхас килет…», — тет тата те шỹтлесе, те чăнах хушăран Христя. Ăнсăртран тенĕ пек: «Агроном пул эппин», — тенине чăна хучĕ те, тăрăшсах ял хуçалăх академийĕ çинчен ĕмĕтленет тата халĕ мурилесшĕ. «Анне, шкул директорĕ вĕренме кĕме тĕллевлĕ направлени илсен лайăхрах, совхоз урлă та майлаштарма пулать терĕ, — пĕлтерчĕ пĕррехинче Христя, алăкран кĕнĕ-кĕмен. — Ильдар Рафисович çамрăксене ку енĕпе питĕ пулăшать тет. Кайса килер-и ун патне иксĕмĕр?»
Шартах сикрĕ Оля, «Мĕн тумалла? Тĕл пултармалла мар Христьăна ашшĕпе. Суясси пулмĕ. Тек мăшăр тупаймарăм ун хыççăн. Камăн ачи ку тейĕ. Урăх арçынран тейĕп-ха та, ашшĕ сăнлăрах тата Христя…» Çапла çав, Христьăна халĕччен те ашшĕ çинчен тĕрĕссине каласа паман амăшĕ, юрататтăмăр пĕр-пĕрне, анчах вăл тутар йĕкĕчĕ пулнипе пĕрлешеймерĕмĕр, тенипех çырлахнăччĕ. Тĕрĕссипе, Христя та ку таранччен ашшĕ пирки питех интересленмен, кукашшĕпе кукамăшĕ те лешĕн пирки пуçĕпех маннă пек пулнă, Христьăна хăйсен хушаматне панă, ашшĕ ячĕ те — Петровна — кукашшĕн. Суя çур пурнăç, теççĕ те, унсăр та май çук. Çитменнине Ильдар тепĕр хут авланнине, амăшне килĕшекен тутар хĕрне илнине, вĕсен икĕ ывăл çитĕннине те пĕлет Оля. Мĕнех улăштарĕ Ильдар хăйĕн хĕр ỹснине пĕлни? Ĕненĕ-и тата? Çавăнпа дирекци çуртне пĕчченех кайса килме шут тытрĕ.
Совхоз директорĕ вырăнта çукчĕ те, урамра кĕтме шутларĕ ăна Оля. Çапла, ашшĕ вилнĕ хыççăн Ильдара лартрĕç колхоз председательне. Кайран таврари ултă яла пĕр хуçалăха пĕрлештерчĕç, совхоз туса хучĕç. Шупашкарта строитель специальноçне алла илнĕскер, начар мар ертỹçĕ шутланать пулас, хуçалăх малтисен ретĕнче пырать. Ольăсен ялĕ те, унччен тупăшсăррисен шутĕнчискер, совхоза кĕнĕренпе «малашлăхсăррисен» шутĕнчен тинех тухрĕ. Рабочисем те кăмăллă — тырă та, утă та, тивĕçлĕ ĕç укçи те параççĕ вĕсене. Оля вара çав-çавах фельдшер пунктĕнче урай çуса-тасатса пурăнать. Шел, вĕренесси пулмарĕ апăршукăн, пĕтĕм чун хавалне хĕрне пачĕ, хăй пирки шухăшламарĕ. Чĕрери ыратăвне çынна кăтартас темерĕ. Ильдар тепĕр хут авланнине пĕлсен ухмаха тухнăн сỹслесе макăрчĕ те, урăх куççуль кăлармарĕ. Пĕтĕмпех хăйĕнчен килнине ăнланчĕ пулин те, хăйне Ильдар пирки манма хистерĕ.
«Оля!!» Аса илỹ авăрне путнăскер, хăйне чĕннине илтнипе, шартах сикрĕ. Ильдар… Иккĕшĕ те, 40 урлă каçнăскерсем, пĕр-пĕрин куçĕсенчен тем шыранăн, тем кĕтнĕн тинкерчĕç. Иртнине аса илсе тем каласшăн пулчĕç те çав куçсем, хăймасăр, айккинелле тарчĕç. Çапла, манăçман çав ырату, пирченмен юрату суранĕ. Ильдар вара улшăннă. Унчченхи хыткан йĕкĕт мар вăл тек. Кĕрнекленнĕ, тулнă… 45 çулта кăна пулин те, пуçĕ кукшаланма тытăннă. Умра — пачах урăх арçын. Куçĕсем кăна…
Оля хăй патне мĕнле сăлтавпа килнине пĕлсен, Ильдар тĕлĕнсе ỹкрĕ тени кăна çителĕксĕр пулнă пулĕччĕ. «Хĕр? Санăн? Усрава илтĕн-и?» — пăт! та пат! тунăн тухрĕç унăн çăварĕнчен чĕрене çĕçĕпе чикнĕн туйăнакан сăмахсем. Паспорт çинчи Христя сăн ỹкерчĕкĕ çине вăрахчен тимлесе тинкерчĕ: — Камăн хĕрĕ вăл?
— Манăн…
— Ашшĕ кам?
Паллах, улталама, темĕн те пĕр шухăшласа кăларма та пултаратчĕ Оля. «Пĕлместĕп», — терĕ кăна вăл шăппăн, Ильдарăн ыйтуллă куçĕнчен пăхма хăяймасăр.
Килне таврăнсан та лăпланаймарĕ Оля. Шуйханчĕ-пăтранчĕ кăна унăн чунĕ. «Мĕншĕн итлерĕм-ши Христьăна, мĕншĕн кайрăм-ши дирекцине?..», — тесе пăшăрханчĕ, хăйне хăй ятларĕ. Çапла шуйхансах шăмат кун иртрĕ, вырсарни кун. Тунти кун вара, ĕçрен таврăнсан, Христина сăмахĕсем ăна пушшех те пăлхантарса ячĕç. «Шкула, пĕлетĕн-и, анне, паян совхоз директорĕ пычĕ. Пире, çамрăксене, ял хуçалăхне юлма е малалла та çак енĕпе вĕренме кайма сĕнчĕ. Христина Маштановăран тĕслĕх илĕр, лайăх вĕренет, агроном пуласшăн, ялтах пурăнасшăн, совхозра ун пек специалистсене яланах тарават эпир терĕ. Пĕтĕм класс умĕнче мана алă тытсах тав турĕ. Ой-й-й, мĕнле кăмăллă çын иккен вăл Ильдар Рафисович, — тесе чарăна пĕлми калаçрĕ вăл, амăш сăнĕ шуралса кайнине асăрхамасăр. — Мана, илтетĕн-и, анне, совхоз дирекцине пырса çỹреме каларĕ, направленине те паратпăрах терĕ. Аçу-аннỹ ăçта ĕçлет, кам сана кун пек хитре ят панă тесе ыйтса пĕлчĕ. Атте камне пĕлместĕп те, çаплах каларăм. Анне, чăннипех те, кам манăн атте? Кам хĕрĕ эпĕ?!»
Христинăн сассине илтмерĕ те пулас çак самантра Оля. Шухăшĕсемпе каллех 17 çул каяллахи вăхăтра вăл. Унта вара вĕсем иккĕн кăна — тутар йĕкĕчĕ Ильдар тата таса та асамлă юрату тыткăнне çакланнă чăваш пики Оля…
Лидия ФИЛИППОВА.

