Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асрах афганецсем

Асрах афганецсем

Февралĕн 15-мĕшĕ — Совет Çарĕсене Афганистанран илсе тухнă кун. Вăтăр çичĕ çул каялла пирĕн юлашки салтак Тăван çĕршыва таврăннă.

2238 талăка пынă хирĕç тăрура Совет Çарĕн йышлă мар контингенчĕн салтакĕсем хушшинче Елчĕк енĕн 300 ытла çамрăкĕ те интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Вăл йышра хĕрсем те — Галина Воробьева (Курнавăш), Вера Краснова (Тăрмăш) медсестрасем, Раиса Лисицына (Аслă Пăла Тимеш) повар, Вера Муллина (Тĕмер) тухтăр 2-3 çул кăткăс лару-тăрура нумай салтак-офицера вилĕмрен çăлнă, çĕнĕрен пурнăç парнеленĕ. Шел, сăртлă-туллă çĕршывран виçĕ ентеш тăван тăрăха тимĕр тупăксенче таврăнчĕç. Юрий Геннадьевич Борисова (Елчĕк), Анатолий Митрофанович Патшина (Аслă Елчĕк), Юрий Петрович Григорьева (Кивĕ Эйпеç) хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Çулсем малалла пулсан та, манăçмаççĕ афганецсем: вĕсене асăнса çулсерен ăмăртусем йĕркелеççĕ. Аслă Елчĕкре, акă, канмалли кун, Анатолий Патшин тата вăхăтсăр çĕре кĕнĕ ялти воин-интернационалистсен, СВОучастникĕсен ячĕпе хоккеистсен черетлĕ турнирне ирттернĕ. Тăватă командăран унта Патреккелсем çĕнтернĕ.

…Спорт мероприятийĕ умĕн ветерансем Елчĕкри тĕп вулавăша пуçтарăннă. Пĕрлĕх ертỹçи Петр Анисимов çулталăкри ĕçсем çинчен каласа панă, тĕллевсемпе паллаштарнă. Вĕсене округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев саламланă май, афганецсем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинче тĕп вăй пулнине, малашне те хастарлăха ỹстерсе пымаллине палăртнă. РФ Пенси фончĕн округри клиент службин ертỹçи Владимир Егоров та çакăн пек тĕл пулусене яланах хутшăнать. Хальхинче тĕрлĕ категорине кĕрекен граждансене пырса тивекен çăмăллăхсем çинчен чарăнса тăнă. Ыйтусемпе хуравсемсĕр те мар.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçу хыççăн афганецсем Тĕп лапамри постамент умне чечексем хунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code