Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăхпа пĕрле пулсан çеç…

Халăхпа пĕрле пулсан çеç…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Вирусăн чикки çук

Юлашки вăхăтра телекăларăмсенче тăтăшах коронавирус инфекцийĕ пирки кăтартаççĕ. Районти тĕп больницăн эпидемиолог пулăшуçи Ирина Убасева каланă тăрăх, нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне тĕнчипе пĕтĕмпе 38 пин чирлĕ çынна регистрациленĕ, вĕсенчен 6251-шĕ йывăрлăхра, 814-шĕ вилнĕ. Уйрăмах Ази çĕршывĕсенче хăрушлăх пысăк. Пĕр тесен, куçакан-сикекен чирĕн чикки çук, кунта çитеймĕ тесе те никам та шантараймĕ. Ăна çÿллĕ карта тытса е шлагбаум лартса чараймăн. Йăлтах хамăртан – гигиенăна куллен пăхăнса пурăннинчен çеç килет: алăсене тăтăшах супăньпе е дезинфекци шĕвекĕпе çумалла, сунас чухне пĕр хутчен усă курмалли салфеткăсем çеç пулччăр, пĕр-пĕрне алă парассинчен тăхтамалла, кашни икĕ сехетрен медицина маскисене улăштармалла, сывă пурнăç йĕркипе туслă пулмалла…

Тухăçлă ĕçленĕ

«ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăн 2019 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе унăн директорĕ Вячеслав Сядуков паллаштарчĕ. Пĕтĕм кăтартупа ăнăçлă ĕçленĕ кунта. Рабочисене ĕç укçи тÿлесси те аванланнă. Пĕр çын пуçне вăл 24 пин те 531 тенкĕпе танлашнă, 2018 çулта – 21 пин те 700 тенкĕ. Общество 226 километр çула, 4 кĕпере пăхса тăрать. Объектсене вăхăтлă пăхса-юсаса тăма алă вăйĕ /51 çын/ те, тĕрлĕ техника /18/ та çителĕклĕ. Çавна май пĕлтĕр республика /11 миллион та 595 пин те 445 тенкĕ/, район /12 млн та 126 пин те 830 тенкĕ/ пĕлтерĕшлĕ çулсене йĕркене кĕртнĕ. Район центрĕнче, Аслă Таяпа, Тип Тимеш ялĕсенче пурнăçланă ĕçсем те курăмлă. Ял тăрăхĕсенче пĕтĕмпе 42 млн та 805 пин те 785 тенкĕлĕх ĕç тунă. Палăртнисем кăçал та чылай.

Çул-йĕр маçтăрĕсем «айккинчи» ĕçсенчен те ютшăнмаççĕ. Пĕр тапхăр хытă каяш вырнаçтармалли лаптăксем йĕркелессипе кăткăс лару-тăру пулнăччĕ. Çав самантра вĕсем тăватă ял тăрăхне пурĕ 42 контейнер площадки туса пама пултарнă…

Канашлура çавăн пекех РФ Пенси фончĕн районти клиент службин ертÿçи Зинаида Яковлева пенси ыйтăвĕпе çыхăннă улшăнусем çинчен чарăнса тăчĕ. Вĕсем пирки хаçат страницисенче малашне те çутатса пырăпăр.

Ял тăрăхĕсенче хальхи тапхăрта граждансен пухăвĕсем пыраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тĕп ялсенче иртекеннисене хăй хутшăнма тăрăшать. Паллах, тĕл пулусем «Ыйту-хурав» йĕркепе ытларах иртеççĕ. Вăл çапла пулмалла та: ялта пурăнакана унти проблемăсем интереслентереççех. Çав вăхăтрах пухусене депутатсем, учрежденисемпе обществăлла организацисен ертÿçисем, старостăсем сахаллăн хутшăнни курăнать. Пысăк çитменлĕх çакă, мĕншĕн тесен хăш-пĕр ыйтусене вĕсем татса памалла кулленхи пурнăçра. Тăтăшах халăхпа пĕрле пулсан çеç ыйтусен çивĕчлĕхне чакарма май килĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code