Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пепкесене — парне

Пепкесене — парне

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн 2023 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнчи 10-мĕш номерлĕ «Тин çуралнисене — парне» указĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен çуралнă пепкесене парнепе тивĕçтерессине вăя кĕртнĕ.

Муниципалитет округĕн администрацийĕн ларусен залĕнче шăпах ку çулхи майăн 31-мĕшĕччен çут тĕнчене килнĕ ачасен ашшĕ-амăшне парнесене савăнăçлă лару-тăрура панă. Вĕсен йышĕнче: Татьянăпа Алексей Алексеевсем (Шăмалак), Алинăпа Александр Канжелевсем (Çĕнĕ Эйпеç), Маринăпа Александр Яковлевсем, Валентинăпа Виталий Михайловсем (Елчĕк), Дианăпа Михаил Курчинсем (Курнавăш).

Округ пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова тата халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай ертỹçи Наталия Николаева вĕсене хушма пурлăх пулăшăвĕ илнĕ ятпа саламланă, вырăнти демографи политикине çирĕплетессинче малашне те ăнăçу суннă.

Парне пуххинче вара — вырăн таврашĕ, чăваш тĕрриллĕ «Сывлăх — чун илемĕ» тĕклĕ шурă ал шăлли, «Чăваш халăх юмахĕсем» кĕнеке тата Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен Олег Николаевран çамрăк гражданин ячĕпе çырнă салам открытки.

Паянхи пепкесен, шкул çулĕ çине тăнă май, кăсăклану та, мăнаçлану та çуралĕ-ха.

Сăн ỹкерчĕкре: ачаллă амăшĕсене чысларĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code