Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлеççĕ

Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлеççĕ

Ĕнерхи кун тĕлне «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кĕр тыррисене акма 100 гектар çĕр хатĕрленĕ.

— Çак лаптăксем,пĕтĕмĕшле илсен, нумай çул ỹсекен курăксен анисем пулнă. Вăхăчĕ çитнĕрен, вĕсене сухаласа кĕр тыррисем акма хатĕрлетпĕр. Малтан çак лаптăксене, паллах, çулса выльăх апачĕ хатĕрлеме усă куртăмăр, ун хыççăн унта çĕр пулăхне ỹстерес шутпа тислĕк варăнтартăмăр, — терĕ Гурий Федоров председатель.

Сăмах май, хуçалăхра кăçал кĕр тыррисене 550 гектар çинче акса хăварнă. Калчасем мĕнле аталаннине хаклас пулсан, вĕсен тухăçĕ пысăк пуласси куç кĕрет. Пучахсем те хытса çитнĕпе пĕрех. Ку чухне вырмана тухасси те инçе юлмасть.

Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕçе Леонид Головинпа Владислав Изратова явăçтарнă. Иккĕшĕ те хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипе тỹрре кăлараççĕ. Сăн ỹкерчĕкри Владислав Изратов пирки калас пулсан та, нумай çул вырăнти хуçалăхра механизаторта ĕçлекенскер хăй ĕçĕнчи чăн ăста пулнипе палăрать. Ун пирки ертỹçĕпе специалистсем:

— Кирек хăш техникăна «итлеттерме» ăсталăхĕ çитет, юсав ĕçĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçлать, юлташĕсене пулăшма та ỹркенсе тăмасть, — теççĕ.

(Хамăр корр).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code