Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Асăрханулăх кирлĕ

Асăрханулăх кирлĕ

Августăн 28-мĕшĕнче Елчĕк округĕнче террора хирĕçле комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕ — комисси председателĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Ларура калаçу вĕренỹ объекчĕсене территори тĕлĕшĕнчен хỹтĕлесси тата вĕренекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, общество тимлĕхне вăйлатасси, террорла актсене асăрхаттарасси тавра пычĕ.

Вĕренỹ учрежденийĕсем пирки сăмах пуçарас пулсан, паянхи кун вĕсен тавра карта тытса çавăрнă. Вĕсенче хурал, кăнтăрла пропуск режимне йĕркеленĕ, çавна май вĕренỹ учрежденине килекен кашни ют çынна регистрацилеççĕ. Шкулсенче пуринче те телефон çыхăнăвĕ, хăрушлăха сирсе яракан службăсене васкавлă чĕнсе илмелли кнопка вырнаçтарнă.

Ларура округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев та сăмах илчĕ. Вăл 2023-2024 вĕренỹ çулĕнче вĕренекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли мероприятисем çинчен, шкулсен ертỹçисем терроризмран асăрханас ĕçре саккун ыйтакан требованисене мĕнле пурнăçласа пыни пирки каласа пачĕ.

Округ администрацийĕн мобилизаци хатĕрленĕвĕн, ятарлă программăсен тата ГОЧС пайĕн начальникĕ Вячеслав Явкин Елчĕк муниципалитет округĕнчи медицинăпа фармацевтика организацийĕсене саккунпа килĕшỹллĕн категорилес тата паспортизацилес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Ларăва пĕтĕмлетнĕ май Леонард Васильевич терроризмран асăрханас ĕçре яланах тимлĕ пулмаллине палăртрĕ:

— Терроризм çулне пỹлмелли чи шанчăклă мел — пирĕн кулленхи тимлĕх. Енчен те инкек сиксе тухсан пирĕн пурин те чи малтанах ачасене, хамăра, çывăх çынсене хỹтĕлеме, сывлăха тата пурнăçа сыхласа хăварма, çывăх çынсене çăлма пĕлмелле. Çапла пултăр тесен шкулсенче, ытти учрежденисенче саккун ыйтакан мĕн пур требование пурнăçламалла. Пирĕн тăрăхра лăпкă тесе лăпланса ларма юрамасть.

Вулакана аса илтеретпĕр. Сентябрĕн 3-мĕшĕ — терроризмпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун. Ăна 2005 çултанпа, Бесланра пулса иртнĕ хăрушă пулăмсем хыççăн паллă тума пуçланă. 2004 çулхи кĕркуннен пĕрремĕш кунĕнче Бесланри 1-мĕш вăтам шкула террористсем пырса кĕнĕ, 34 хурах пин ытла çынна тыткăна илнĕ. Вĕсенчен 918-шне çăлма май килнĕ, анчах та 300-е яхăн çын унтах выртса юлнă, вĕсенчен 186-шĕ — ачасем. Çакă тата ытти тĕслĕх террористсем мĕн тери хаяр та хăрушă пулнине çирĕплетет.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code