Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Украинăна — автомашинăсем

Украинăна — автомашинăсем

Хастарсем йĕркелесе пынипе округра пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксем валли кирлĕ япаласем пухса, техника юсаса Украина çĕрĕ çине ăсатсах тăраççĕ.

Курнавăш ялĕнче пурăнакан Альберт Смирнов кăçал çуркунне Газель автомашина юсаса леçсе панăччĕ. Хальхи вăхăтра вăл тата унăн юлташĕсем тепĕр 3 автомашинăна юсассипе тăрăшаççĕ. Вырăскасси ялĕнчи Илья Федоров сварщика, Курнавăшри Николай Круглов, Аслă Таяпа ялĕнчи Александр Ильин автомеханиксене уйрăмах ырăпа палăртать А.Смирнов.

— Салтаксене пулăшас тĕллевпе Тĕмер ялĕнче пурăнакан Валерий Муллин УАЗ-469, Турхан ялĕнчи хресчен (фермер) хуçалăх ертỹçи Ростислав Турхан Нива, Улатăр хулинчи Виктор Колганов пенсионер УАЗ-3909 автомашинисене тỹлевсĕрех пачĕç. Юсав ĕçĕнче тус-юлташсем те пулăшаççĕ. Кашниех вĕсем çĕнтерỹ туччăр тесе чун-чĕререн салтаксене тĕрев парасшăн. Пирĕн тĕп тĕллев — нацистсене хирĕç çапăçакан салтаксене пулăшасси, — пĕлтерет Альберт Анатольевич.

Маларах асăннă 3 транспорт хатĕрне те кĕске вăхăтра юсаса салтаксем патне çитересшĕн хастарсем.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code