Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анна аппа 90 çулта

Анна аппа 90 çулта

Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Анна Петровна Егорова 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа ăна Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн администрацийĕн ĕçченĕсем саламланă, Владимир Путин Президентăн салам открыткине çитернĕ.

Вăрăм ĕмĕр утса тухнă ырă кăмăллă хĕрарăмăн ачалăхĕ çăмăл пулман. Çав çулсенчи ытти вăрçă ачисем пекех вăл нушине те, выçлăхне те самай тỹссе ỹснĕ. Мăшăрĕпе 3 ывăл çуратса ỹстернĕ вĕсем. Шел, пĕр ывăлĕ пурнăçран уйрăлнă. Паянхи кун юбилярăн 5 мăнук, 7 кĕçĕн мăнук. Вĕсем çывăх çыннине хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăраççĕ.

Анна Петровна ăшă чунлă, хаваслă çын. Ватлăха, чир-чĕре парăнасшăн мар вăл.

Сăн ỹкерчĕкре: Анна Егорова ывăлĕсемпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code