Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет

Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет

Кĕçĕн Таяпара пурăнакан Леонидпа Любовь Ивановсем пĕлтĕр çемье чăмăртани çур ĕмĕр çитнине паллă тунă.

Хисеплĕ мăшăра ЧР социаллă страховани фончĕ ылтăн туй ячĕпе саламласа Чăваш Енри чи хăтлă санаторинче сипленме кану путевкипе тивĕçтернĕ. Пĕлтĕрхи хура кĕркуннен сулхăн кунĕсемпе каçĕсене 50 çул алла-аллăн тытса утакан педагогика ĕçĕн ветеранĕсем шăпах кану çуртĕнче ирттернĕ.

– ЧР социаллă страховани фончĕ ватăсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Эпир те пысăк чыса тивĕçрĕмĕр. Тавах ĕç ветеранĕсене хисепе хунăшăн, – теççĕ Ивановсем пĕр шухăшлăн.

Любовь Васильевнăпа редакцие килсен паллашрăмăр. Калаçса кайнă май вĕсен çемйин кун-çулĕпе интереслентĕмĕр. Мĕн тесен те çичĕ теçетке урлă каçнă учитель-ветеранăн утса тухнă анлă пурнăç çулне аса илмелли те сахал мар. Çур ĕмĕр хушшинче çемьере савăнăç-телейпе пĕрлех пăшăрханмалли те тупăнать. Çапах та Ивановсем самана таппипе тан утаççĕ, пурнăç пăтăрмахĕсенче хуçăлса ÿкесрен ура çинче çирĕп тăраççĕ. Ватлăхран пăрăнса иртме çук пулсан та кил хуçи хĕрарăмĕ вăхăт таппине нимĕн вырăнне те хумасть. 2005 çулта водителе вĕренсе тухнă. Халĕ çăмăл машинăпа çÿрет.

– Унта-кунта кайса килмелле чухне кама йăлăнмалла ку чухне. Ирĕксĕрех хамăн вĕренмелле пулчĕ, – тет вăл хавхаланăвне пытармасăр.

Унпа пупленĕ май çитмĕл çул урлă каçнă хĕрарăмра мĕн чухлĕ вăй-хал тапса тăнинчен тĕлĕнетĕн те, савăнатăн та.

Любовь Васильевна Иликова Каркалар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ çăмăл килмен унăн. Çемьери йывăрлăхсене хăй куçĕпе курса ÿснĕрен яланах ырра шанса малалла ĕмĕтленнĕ. Кĕçĕн Таяпара 7 класс пĕтерсен Елчĕкри шкула утнă. Сакăр класс хыççăн Канашри педагогика училищине çул тытнă. Ачаранах вăр-варлăхĕпе палăрнă сатур хĕр ача. Виççĕмĕш класчен чăвашла пĕлменскер /çемье малтан хулара пурăннă/ класра вырăсла яка та илемлĕ калаçнипе палăрнă. Унтан чăваш чĕлхине алла илнĕ. Вĕренме кĕме йывăр пулман анлă тавра курăмлă, кĕнеке нумай вулакан хĕр ачана. Юрлас-ташлас ăсталăхĕпе те аяккинче тăманскер, экзаменсенче лайăх паллăсем илнĕ. Пуçламăш классен учителĕн тĕрлĕ енлĕ пултаруллă пулмалла. Канашри педучилищĕре вĕреннисем тарăн пĕлÿллĕ ăста специалистсем пулса тухнипе палăрнă. Любовь Васильевна та çав шутра. Тăватă çул хушшинче мандолинăна алла илнĕ вăл.

1966 çулта çамрăк педагог тăван тăрăха ĕçлеме таврăннă. Учительте тăрăшнă вăхăтра вăл пулас мăшăрĕпе – Леонид Васильевичпа тĕл пулнă. Икĕ çул ытла туслă çÿренĕ вĕсем. Каччă Каркалар ялĕнчи савнă хĕрĕ патне малтан велосипедпа, унтан «Урал» мотоциклпа вĕçтернĕ. Ун чухне вăл РОНОра инспекторта тăрăшнă.

1969 çулта Кĕçĕн Таяпара учительсен туйĕ кĕрленĕ. Çулсем иртнĕ майăн Леонид Васильевич та тăван шкула ĕçлеме куçнă. Физкультурăпа физика предмечĕсене ертсе пынă вăл.

Ачасем Любовь Васильевнăна питĕ юратнă, вĕсене вулама-çырма, шутлама, пĕр сăмахпа каласан, пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрес тесе хăйĕн ăсталăхне, пĕлĕвне, вăхăтне шеллемен вăл. Класс тулашĕнчи мероприятисенче вара килти, çемьери ăшăлăх хуçаланнă. Вĕрентекенпе пĕчĕкскерсем тĕрлĕ темăна сÿтсе явнă, кашнийĕшĕ хăйĕн ĕмĕчĕсене пайланă.

Пĕрремĕш ачи çуралнине пăхмасăр мал ĕмĕтлĕ педагог куçăмсăр майпа аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Вырăс чĕлхипе литературин учителĕн дипломне алла илсен çак специальноçпа ĕçлеме пуçланă. Унăн урокĕсем кăсăклă та интереслĕ, асра юлмалла иртчĕр тесе тĕрлĕ мелсемпе усă курнă. Класс тулашĕнчи ĕçсенче пукане театрĕ йĕркелесе яма та ÿркенмен. Спектакльте вылякансем хăйсен пултарулăхĕпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, механизаторсене паллаштарнă. Ашшĕ-амăшĕнчен, хăй вĕрентнĕ ачасенчен ырă та ăшă сăмахсем паян та нумай илтеççĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем. Вĕренекенĕсем вĕсем патне килне килсе те çÿреççĕ, анлă пурнăç çулĕн пĕрремĕш утăмĕсемшĕн тав тăваççĕ.

Коллектившăн тăрăшакан учительницăна вăхăтĕнче вырăнти профсоюз организацине ертсе пыма та шаннă.

Леонид Васильевич хăйĕн профессине чунтан парăннă вĕрентекен. Ĕç стажне вăл Лаш Таяпари шкулта пуçланă. Салтака кайса килнĕ хыççăн Аслă Таяпа шкулĕнче физика вĕрентнĕ, завучра вăй хунă. Каярахпа Кĕçĕн Таяпара шкул директорĕнче, унăн çумĕнче те чылай çул ĕçленĕ. 2003 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă.

Ивановсем хăйсене интеллигентсем тесе пуç каçăртман. Ял çыннисем пекех ĕне выльăх нумай усранă. Кермен пек икĕ хутлă пысăк çурт çĕкленĕ. Арçын килшĕн, çемьешĕн ăнтăлнă. Çуллахи каникулта отпускра тесе килте ларман. Тутар Республикинче тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă, комбайн штурвалне те тытнă. Техникăна çамрăкран юратнăран ялта чи малтан «Жигули» автомашина туянма мехел çитернĕ.

Ивановсем икĕ ача çуратса ÿстернĕ. Оля хĕрĕ йывăр чирлесе çĕре кĕнĕ хыççăн кукашшĕпе кукамăшĕ мăнукне ура çине çирĕп тăратассишĕн нумай вăй хунă. Максим халĕ ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Ватлăхра кукамăшĕпе кукашшĕн тĕревĕ пуласса шанаççĕ ăна.

Лева ывăлĕ шкултах вĕренÿре, спортра пысăк ÿсĕмсемпе палăрнăскер, Самарăри çарпа медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă. Чылай çул Забайкалье çар округĕнче службăра тăнă. Халĕ Мускавра тымар янă. Лев Леонидович çĕршывăмăрăн тĕп хулинче хăйĕн стоматологи клиникине уçнă.

Любовь Васильевна 2004 çулта шкул сукмакне такăрлатма пăрахнă. Вĕренÿ ĕçĕнчен уйрăлнă пулсан та хăйĕн пĕлĕвне ÿстерсех пынă. Малтанах массажиста вĕреннĕ. Унтан çичĕ çул Шупашкарта риелторта тăрăшнă. Çав вăхăтра юрист дипломне алла илнĕ.

«Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет», – тенине асра тытса пурăнакансем ялти çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code