Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Орденсен кавалерĕ

Орденсен кавалерĕ

Август уйăхĕнче патшалăх, парти тата общество деятелĕ Петр Николаевич Теплов çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Вăл Патреккел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Елчĕкри вăтам шкула (1941), Муромри çыхăну çар училищине (1942), Ленинградри партин аслă шкулне (1964) пĕтернĕ.

П.Теплов мĕн пурнăç тăршшĕпе яваплă должноçсенче вăй хунă: 1949-1954 çулсенче — ВКП(б) Елчĕк райкомĕн инструкторĕ, 1954-1960 çулсенче — организациллĕ пай заведующийĕн çумĕ, пуçлăхĕ, 1960-1962 çулсенче — парти райкомĕн секретарĕ, 1964-1965 çулсенче — Патăрьелĕнчи ял хуçалăх производство управленийĕн парти комитечĕн секретарĕн заместителĕ.

Халăха ертсе пырас пултарулăхне тата хастарлăхне кура ăна КПСС Елчĕк райкомĕн иккĕмĕш секретарьне (1965-1968), КПСС Комсомольски райкомĕн пĕрремĕш секретарьне (1968-1978) суйланă. 1978-1983 çулсенче патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен республикăри профсоюз организацине ертсе пыма шаннă ăна. 8-мĕш тата 9-мĕш созывсенчи Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ. «Страницы моей жизни» кĕнеке (2015) авторĕ.

Петр Николаевича Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав (икĕ хутчен), I степень Отечествăлла вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр (виçĕ хутчен) орденĕсемпе, «Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă.

П.Теплов 2021 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code