Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсем пулăшма шантарчĕç

Депутатсем пулăшма шантарчĕç

Июлĕн 13-мĕшĕнче районта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçи Олег Моляков, журналистсем пулчĕç.

Килнĕ хăнасем чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулчĕç.
Ĕçлĕ çул çÿрев Елчĕкри «Канашгаздорсервис-1» ОООра пулса курнинчен пуçланчĕ. Ку организацие Александр Михайлов ертсе пырать. Предприяти хальхи вăхăтра асфальта хутăштаракан минераллă порошок туса кăларакан цех хута ярассипе тимлет. Вырнаçтарнă оборудовани 28 миллион тенкĕпе танлашнă, ăна кăçалхи июль-август уйăхĕсенче ĕçе кĕртме планланă.

Унтан ĕçлĕ ушкăн Елчĕк шкулĕнче, ун çумĕнче хута каякан стадион-площадкăра пулчĕ. Лариса Васильева шкул директорĕ хăнасене кĕскен шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ, çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕç-хĕл пирки каласа пачĕ. 700 ытла ача вĕренекен шкул администрацийĕ умĕнчи чи малтан пурнăçламалли тĕп тĕллевсенчен пĕри – хальхи стандартсем ыйтакан столовăй хута ярасси. Шăпах çак ыйту тавра çаврăнчĕ калаçу шкул директорĕпе ертÿлĕх хушшинче.

2020 çулта тума пуçланă стадион-площадка теми те çивĕч. Строительствăна пуçăннă подрядчикăн ĕçĕсем тивĕçлĕ шайра пулманран килĕшĕве чарса хума тивнĕ. Ун хыççăн электрон мелĕпе иртнĕ аукционра çĕнтернĕ «ДПМК Яльчикское» ООО тивĕçе хăй çине илнĕ, çак кунсенче кунта ĕç шавĕ çĕнĕрен пуçланĕ. Анатолий Аксаков ĕçе хăвăртлатас тата финанспа çыхăннă ыйтусене татса парас енĕпе пулăшма шантарчĕ.

НПО «Промсервис» обществăра (ертÿçи Юрий Титов) пулнă май ушкăн лакпа сăрăсем кăларнă чух усă куракан полиуретан хатĕрлес технологипе паллашрĕ. Унсăр пуçне предприяти никĕсĕ çинче инвестици проекчĕпе килĕшÿллĕн нефть тата газ компанийĕсенче усă курма май паракан продукци кăларас тĕлĕшпе 50 миллион тенкĕлĕх «Хальхи хими технологийĕсем» ООО хута ярасшăн, вăл кăçалхи август уйăхĕнче ĕçлесе каймалла.

«Елчĕкри сыр тăвакан завод» ОООра пулнă май делегацие Руслан Каштанов ертÿçĕ сĕтрен хатĕрлекен тĕрлĕ продукци туса кăларас технологи пирки каласа кăтартрĕ. Кунне 50 тонна сĕте ĕçлесе хатĕрлекен предприятин юр-вар продукцийĕ хамăр республикăри хуласемпе районсенчи, Мускаври, Хусанти лавккасенчи сентресем çинче вырăн тупаççĕ.

Республикăра, çав шутран пирĕн районта та «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» проект ăнăçлă пурнăçланать. Çак программăпа хута янă Аслă Елчĕкри ача-пăча паркне, хоккей коробкине çитсе курчĕç ĕçлĕ çул çÿреве хутшăннисем.
– Питĕ лайăх площадка, ачасемшĕн пысăк парне. Проекта ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыни вĕсене спорт енĕпе аталанма, сывлăхне çирĕплетме май пани питĕ паха, – палăртрĕ Анатолий Геннадьевич.

Аслă Таяпа ялĕ çумĕнчи Хулаш истори палăкĕ те тимлĕхсĕр юлмарĕ. Вăл тăван халăхăн аваллăхне çеç мар, пуласлăхне те кăтартакан вырăн пулнă май кунта туризм центрĕ йĕркелесен питĕ аван пулмаллине палăртрĕç. Çул çÿрев «Эмметево» ОООри 400 пуç вырнаçмалли сĕтпе тавар фермине çитсе курнипе вĕçленчĕ. Кирек хăш вырăнта пулсан та ертÿлĕх халăха мĕн пăшăрхантарнипе, ĕçре мĕнле чăрмавсем пулнипе кăсăкланчĕ, май çитнĕ таран пулăшма пулчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code